Пятница, 14 августа

Педагогика ӗҫӗнче – 976 ҫул

Ҫуркуннепе ӗҫ уявӗнче эпир ҫулсерен ырми-канми ӗҫӗпе хисепе тивӗҫнӗ ҫынсене чыслатпӑр. Ҫак кунсенче Хирти Мӑнтӑрти Кузьминсем ӗҫ династийӗсен республикӑри слетне хутшӑннӑ, ЧР Пуҫлӑхӗн Тав ҫырӑвне тивӗҫнӗ.

Кузьминсен династийӗн пӗтӗмӗшле ӗҫ стажӗ — 976 ҫул! Ҫак тӗлӗнмелле ҫемьере — 31 педагог. Вӗсем хушшинче Чӑваш Республикин тата Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ учителӗ ята тивӗҫнисем те нумай.

Династие пуҫарса яраканӗсем — Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ ветеранӗ, вырӑс чӗлхипе литература учителӗ Александр Артемьевич Артемьев тата унӑн мӑшӑрӗ Клавдия Германовна (вӑл Хирти Мӑнтӑр шкулӗнче пуҫламӑш классене вӗрентнӗ). Вӗсен хӗрӗ Тамара Александровна та пурнӑҫне ҫак профессипе ҫыхӑнтарма шут тытнӑ. Учительсен ҫемйинче ҫитӗнсе мӗн пӗчӗкрен ҫак ӗҫӗн кӑткӑслӑхӗпе, хӑйнеевӗрлӗхӗпе паллашнӑ, ҫавӑнпа та хӑйне урӑх профессире курман. Вӑл Хирти Мӑнтӑр вӑтам шкулӗнче хими, биологи, географи предмечӗсене вӗрентнӗ, нумай ҫул шкул «тилхепине» тытса пынӑ, пултаруллӑ ертӳҫӗ пулнӑ. Халӗ те вӑл вӗрентнӗ ачасем Тамара Александровнан урокӗсем питӗ интереслӗ иртнине, географи урокӗсенче урӑх ҫӗршывсене кайса курнӑнах туйӑннине аса илеҫҫӗ, тивӗҫлӗ канури педагога ачасене пӗлӳ парас ӗҫре вӑй-халне шеллеменшӗн тав тӑваҫҫӗ. 

Паянхи кун унӑн ӗҫне ывӑлӗ Владимир Русланович тӑсать. Вӑл ҫак шкултах физкультура учителӗнче вӑй хурать. Тӑрӑшуллӑ педагогӑн вӗренекенӗсем час-часах тӗрлӗ ӑмӑртусенче мала тухса шкул ятне ҫӳлте тытаҫҫӗ.

Мероприятие республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗсенчен 19 ӗҫ династийӗ пуҫтарӑннӑ. Вӗсем хушшинче вӗренӳ тытӑмне чунтан парӑннӑ ҫемьесем чи йышлисем пулнӑ. Ҫав вӑхӑтрах сывлӑх сыхлавӗнче, хими промышленноҫӗнче, ял хуҫалӑхӗнче тата ытти сферӑсенче ҫемйипех тӑрӑшакансем те уява хутшӑннӑ. Слета пуҫтарӑннӑ династисенчен Кузьминсен чи вӑрӑм пӗтӗмӗшле  ӗҫ стажӗ пулнине уйрӑммӑн палӑртса хӑварнӑ.

Олег НИКОЛАЕВ,

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ:

«Чӑваш Енри ӗҫ династийӗсем ӗҫе чунтан парӑннине, тӑван ҫӗре юратнине палӑртаҫҫӗ. Пирӗн республикӑра вӗсем 1 пин ытла, хӑшӗ-пӗрисем пӗтӗмӗшле ӗҫ стажӗ 1000 ҫултан та иртнипе мухтанма пултараҫҫӗ. Пӗр професси пӗрлештерсе тӑракан пысӑк, туслӑ ҫемьесем — пирӗншӗн пуриншӗн те тӗслӗх».

Наталья Калашникова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *