Вениамин Северов
(Аслӑ Ҫӗрпӳел территорийӗнчи Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра вилнисене асӑнса лартнӑ палӑка)
Палӑксем… Палӑксем… Пур ҫӗрте…
Тӗрлӗ мрамор… Ахаль чул… Гранит…
Халӑха куҫҫульпе-ҫке йӗртеҫҫӗ,
Тӳрленми сурансене чӗртеҫҫӗ.
Мӗншӗн-ши? Эп чӗнместӗп… Ан ыйт.
Шӑплӑх ҫеҫ калаҫӗ пӗр санпа,
Е шӑпчӑк ҫепӗҫ юрӑ шӑрантарӗ.
Ҫҫулсерен эс ларӑн чечеклӗ сӑнпа,
Пырӗҫ пурте пуҫ тайма.
Икӗ ял хушшинчи чул палӑк —
Ман умра автоматлӑ салтак.
«Ку пирӗн Алеша», — тет халӑх,
Вӑл тӑрать ӗмӗрхи хуралта.

