Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче арҫынсемпе пӗрле хӗрарӑмсем те тӑшмана хирӗҫ паттӑррӑн ҫапӑҫнӑ. Аслӑ Ҫӗрпӳел тӑрӑхӗнчен вӑрҫӑ хирне 6 хӗрупраҫ кайни паллӑ. Вӗсенчен пӗри — ман ҫывӑх тӑван Маша аппа — Мария Александровна Северова. Ҫав тискер вӑрҫӑ тамӑкӗнчен ӑна тӗрӗс-тӗкел каялла таврӑнма тӳр килмен. Вилтӑприйӗ те ун пиртен инҫетри Калинин облаҫӗнчи Медведово ялӗнчи масар ҫинче.
Аппа фронтран янӑ ҫырӑвӗсенчен иккӗшӗ анчах ҫемйинче упранса юлнӑ. «Вӑрҫа вилме мар, ҫӗнтерме каяҫҫӗ», — тенӗ Маша аппа, ӑна кӗтсе илеймессине пӗлнӗн ҫӳҫне тӑрмала-тӑрмала татӑлса йӗрекен амӑшне лӑплантарма тӑрӑшса.
Ҫҫамрӑк хӗр, йӗркеллӗ пурӑнса та курманскер, хӑй ҫирӗмрех вилсе выртасси пирки тӗлленме те пултарайман. Пӗтӗм шухӑшӗ малашлӑх ҫинче пулнӑ. «Ну, анне, кунта Каҫалтан киле пырса каясси кӑна мар», — ҫырать вӑл амӑшӗ пӗр кунлӑха та пулин килсе кайма ыйтнине хуравласа. Шкулта вӗреннӗ чухнехине аса илсе ҫапла хушса хурать: «Эсир эпӗ Каҫалтан таврӑннӑ чух пӗтӗм ҫемьепе мана хирӗҫ тухса кӗтсе илеттӗр. Киле ҫитсе тӑрсассӑн: «Маша, хырӑму выҫрӗ пулӗ, мӗн ҫиен, мӗн парас;» — теттӗнччӗ. Вырсарникун пулатчӗ те, атте те Патӑрьел МТСӗнчен киле таврӑнатчӗ. Шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса канмалли кун та сисӗнместчӗ. Эпир киле таврӑнсан эсӗ, аннеҫӗм, пире хӑнана пӑхнӑ пек пӑхаттӑн. Манӑн килтен Каҫала каяс та килместчӗ. Халӗ, ак, Мускава та килсе курмалла пулчӗ. Атте, сан пекех, вунтӑххӑра ҫитсе те мана чӗрне хури чухлӗ сивӗ сӑмах каласа курмарӗ… Кунта, тӑван килтен аякра, пуринчен ытларах ҫавсене аса илсен чун хурланать. Ҫапах та маншӑн ан кулянӑр. Эпӗ ҫырӑва хурлӑхлӑрах ҫырнипе ан хурланӑр. Ҫакна ҫеҫ каласшӑн% шансах тӑрӑр — тӑшмана ҫӗнтеретпӗрех. Часах киле таврӑнӑп, акӑ. Эх, мӗнле курас килет сире!»
Ҫак ҫыру килнӗ хыҫҫӑн темиҫе уйӑхран вара, 1943 ҫулхи март вӗҫӗнче, Маша аппан пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
М.А.Северован вилнӗ хучӗ килсен вӑл ҫырнӑ ҫырусене тӑванӗсем темиҫе хутчен те тытса вуланӑ, кашнинчех ҫамрӑк хӗр пирки шутланӑ май вӗсен куҫӗсем шывланнӑ.
Вениамин Северов.

