Пятница, 14 августа

Пӗр-пӗринпее паллашни кирлех

Нумаях пулмасть Урмаел вӑтам шкулӗнче  округри вӗренӳ учрежденийӗсенчи ӗҫ (технологи),  ӳнер  искусстви, музыка вӗрентекенӗсен  муниципаллӑ фестивалӗ пулса иртнӗ. Ӑна ҫак предметсен округри методика пӗрлешӗвӗн ертӳҫи  Е.В.Федотов уҫнӑ, мероприяти тӗллевӗсемпе паллаштарнӑ.

Фестиваль темиҫе номинаципе те пынӑ. Вӗрентекенсем уҫӑ  уроксем панӑ, мастер-классем ирттернӗ, вӗренекенсен творчествӑлла ӗҫӗсен выставкине те йӗркеленӗ.  Кашниех хӑйӗн ӗҫӗнче усӑ куракан ҫӗнӗлӗхсене уҫса пама, кӑтартма тӑрӑшнӑ. Вӗрентекенсем ҫапла майпа пӗр-пӗрин опычӗпе паллашнӑ. Уроксене, мастер-классене ушкӑнпа сӳтсе явнӑ. Фестивальти шухӑшсемпе, уроксенче усӑ куракан меслетсемпе вӗрентекенсем тӑван шкула таврӑнсан анлӑн усӑ курасса шанма пулать. Ачасене ӗҫ патне туртӑнтарасси, тӗрлӗ япаласем ӑсталама вӗрентесси, ӳнер тӗнчине илсе кӗресси, юрӑ-кӗвӗ асамлӑхне туйма хӑнӑхтарасси — вӗсен тӗп тивӗҫӗ.

Ҫакӑн пек фестивальсем вӗсене хӑйсем ирттерекен уроксене татах та интереслӗрех йӗркелеме пулӑшаҫҫӗ.

Е.Федотов,

методика пӗрлешӗвӗн ертӳҫи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *