Ҫак кунсенче «Кӗтне» спорт шкулӗн стадионӗнче ятарлӑ ҫар операцийӗнче пуҫне хунӑ Владимир Жукова асӑнса мини-футбол турнирӗ иртрӗ.
Мероприятие округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, «Кӗтне» спорт шкулӗн директорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Валерий Денисов, Комсомольски тата Елчӗк районӗсен ҫар комиссарӗн аслӑ пулӑшуҫи Герольд Серебров, СВОри мотострелоксен ротин командирӗ Григорий Михайлов, надзорпа профилактика ӗҫӗн уйрӑмӗн начальникӗ Андрей Симуков, Владимирӑн амӑшӗ, мӑшӑрӗ, ачисем, ҫывӑх ҫыннисем, тус-юлташӗсем, унпа пӗрле службӑра тӑнисем хутшӑнчӗҫ.
«Ҫакӑн пек турнирсем — спорт ҫеҫ мар, астӑвӑм, пирӗн ирӗклӗхе хӑйсен пурнӑҫӗн хакӗпе сыхласа хӑваракансене тав туни. Владимир Жуков — чӑн-чӑн герой. Эпир ӑна асра тытатпӑр, ун ячӗ стадионсенче, ачасемпе ҫитӗннисен чӗрисенче илтӗнет пулсан, эппин, вӑл чӗрӗ. Ҫак астӑвӑма пулас ӑрусене парса хӑварасси — пирӗн тивӗҫ. Вӗсем те пирӗн мирлӗ пурнӑҫа камсем сыхласа хӑварнине пӗлсе тӑччӑр», — терӗ Николай Никандрович паттӑр ентеше аса илсе.
Ӑмӑрту питӗ хӗрӳ иртрӗ. Тупӑшура «Гигант» футбол команди ҫӗнтерӗве алӑран ямарӗ. Иккӗмӗш вырӑна «Урмай» команда тивӗҫрӗ. Элӗк муниципаллӑ округӗн команди вара виҫҫӗмӗш пулчӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене медальсемпе, дипломсемпе тата хаклӑ парнесемпе чысларӗҫ.
Турнир Тӑван ҫӗршывӑн ирӗклӗхӗшӗн хӑйӗн пурнӑҫне шеллемен паттӑр ентеш пирӗншӗн тӗслӗх пулнине, эпир ун ятне асра упранине тепӗр хут ҫирӗплетрӗ.
Наталья КАЛАШНИКОВА.

