Вторник, 15 сентября

Лауреатсем пулса таврӑннӑ

Комсомольскинчи искусствӑсен шкулӗн Аслӑ Чурачӑкри филиалӗнчи ачасен «Тевет» фольклор ансамблӗ Т.В.Макарова  ертсе пынипе, С.А.Просвирнов концертмейстер  пулӑшса тӑнипе ял-йыша, округра пурӑнакансене тӑтӑшах халӑх юрри-кӗввипе савӑнтарать. Ку коллектив  республика шайӗнчи конкурссемпе фестивальсене те хутшӑнать.

Нумаях пулмасть ансамбль Хусанти патшалӑх культура институтӗнче иртнӗ халӑх йӑли-йӗрки тата художествӑлла пултарулӑх творчествин «Этномириада» конкурс-фестивальне  хутшӑннӑ.  Унта Раҫҫейри чылай регионти  ансамбльсем хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартнӑ. Ачасен «Тевет» фольклор ансамблӗ «Фольклорные ансамбли» номинацире 1-мӗш, «Народный танец фольклорный» номинацире 2-мӗш степеньлӗ лауреат пулса тӑнӑ.  Вӗсене малашне те ӑнӑҫу сунатпӑр.

Елена  Шуряшкина.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *