Чирлесе ӳкесси, аманасси кӗтмен ҫӗртен пулать. Вӑхӑта та, ҫанталӑка та пӑхса тӑмасть вӑл. Кун пек чухне эпир тӳрех васкавлӑ пулӑшу ӗҫченӗсем патне шӑнкӑравлатпӑр, килессе чӑтӑмсӑррӑн кӗтетпӗр. Вӗсем талӑкӗпех службӑра. Уяв кунӗсенче те ӗҫлеҫҫӗ. Ӗҫлеҫҫӗ ҫеҫ мар, ку вӑхӑтра, тепӗр чухне, ытларах та шӑнкӑравсем пулаҫҫӗ. Апрелӗн 28-мӗшӗнче Раҫҫейре Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн службин ӗҫченӗсен кунне паллӑ турӗҫ.
Ӗҫӗ ҫӑмӑл мар вӗсен, канӑҫсӑр та. Талӑкра вуншар ҫӗре ҫитме тивет. Ҫул ҫинчи аварисем, сасартӑк чирлесе ӳкнисем, йывӑр аманнисем… Пурне те асӑнса та пӗтереймӗн. Васкавлӑ пулӑшу фельдшерӗн медицинӑн тӗрлӗ енӗсене лайӑх пӗлмелле. Кам чӗрепе аптраса ӳкнӗ, кам сывлӑш тухманнипе асапланать, кам… Ватӑ ҫынсен вара темиҫе тӗрлӗ чир те пулма пултарать. Ҫын аптранин сӑлтавне ҫийӗнчех тупса палӑртса пӗрремӗш пулӑшу параҫҫӗ вӗсем. Уйрӑмах йывӑррисене хӑвӑртрах сиплев учрежденийӗсене илсе ҫитерме тӑрӑшаҫҫӗ.
Паянхи кун пирӗн округри ялсене васкавлӑ пулӑшу пама икӗ бригада ҫула тухать. Вӗсем халӗ «Медицина катастрофисен тата васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн центрӗ» бюджет учрежденийӗн Патӑрьелӗнчи филиалне пӑхӑнса тӑраҫҫӗ. Ҫавӑнпа та республикӑн кӑнтӑр енчи округӗсенчи пур ялсене те ҫитеҫҫӗ. Шӑнкӑрав пулнӑ ял ҫывӑхнерех хӑш бригада — ҫавӑ чирлӗ ҫын патне маларах пырать.
Васкавлӑ пулӑшу системинче чылай ҫул тӑрӑшакан Николай Волковпа калаҫатӑп та, вӑл пӗрле ӗҫлекенсем пирки ыррине нумай калать. Вӗсенчен ытларахӑшӗ ку ӗҫре 40 ҫула яхӑн тӑрӑшать. Ҫав вӑхӑтра фельдшерсен мӗнле кӑна лару-тӑрура пулса курма тивмен-ши? Миҫе ҫынна вилӗм аллинчен туртса илме пулӑшман-ши? «Чирлӗ ҫын пирӗн пулӑшу хыҫҫӑн хӑйне лайӑхрах туйма пуҫласан унӑн тӑванӗсемпе, ҫывӑх ҫыннисемпе пӗрле чунтан савӑнатпӑр. Васкавлӑ пулӑшу фельдшерӗсен, ытти медиксем пекех, ҫынсене эмелпе сипленипе пӗрлех ӑшӑ сӑмахпа лӑплантарма та, кирлӗ канашсем пама та пӗлмелле. Аптраса ӳкнӗ ҫыннӑн чирӗ пирки тӗрӗс диагноз лартма пӗлни те пысӑк пӗлтерӗшлӗ», — тет вӑл.
Н.Волков пултаруллӑ ӗҫченсене те палӑртрӗ. О.Ядрова, Е.Осипова, Ф.Миназетдинова, Г.Гайнутдинова, С.Тихонова, Н.Волкова, В.Макова, Е.Александрова, Э.Исаева, О.Скворцова, Р.Пыркина фельдшерсем нумай ҫул васкавлӑ пулӑшу уйрӑмӗнче ӗҫлесе чирлисенчен чылай ӑшӑ сӑмахсем илтнӗ. Л.Алеева, И.Фейзов, Р.Сулейманова ҫамрӑксем вӗсенчен вӗренсе пыраҫҫӗ, тӗслӗх илеҫҫӗ. Васкавлӑ пулӑшу автомашинипе фельдшерсене шӑнкӑрав пулнӑ вырӑна хӑвӑртрах илсе ҫитерес тесе С.Гаврилов, В.Маков, С.Лисин, А.Ложков, Е.Петров, Л.Цветков, А.Кириллов водительсем тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсем хӑйсене шанса панӑ техникӑна яланах юсавлӑ тытаҫҫӗ, кирек хӑҫан та ҫула тухма хатӗр. Водительсен смена вӑхӑтӗнче тепӗр чухне автомашинӑпа 600—800 ҫухрӑм чухлӗ чупма та тивет.
Васкавлӑ пулӑшу уйрӑмӗнче тӑрӑшакансен ӗҫӗ канӑҫсӑр. Ирӗн-каҫӑн вӗсем сывлӑх хуралӗнче. Талӑк хушшинче вӗсен нумай ҫӗре ҫитме, кирлӗ пулӑшу пама тивет. Чирлисемпе вӗсен тӑванӗсен ӑшӑ сӑмахӗ, тав туни савӑнтарать, малашне те тӑрӑшса ӗҫлеме хавхалантарать. Уяв кунӗ иртсе кайнӑ пулин те вӗсене пархатарлӑ ӗҫре чӑтӑмлӑ пулма, ҫирӗп сывлӑх, вӑй-хал сунни нихӑҫан та кая юлмасть. Малашне те вӗсене ӑнӑҫу сунар. Эсир пулӑшу панӑ ҫынсем сирӗн ырӑ ӗҫӗрсене манмаҫҫӗ.
Юрий Гаврилов.

