Вторник, 15 сентября

«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» ҫырчӗҫ

«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» ҫырчӗҫ

Апрелӗн 23-мӗшӗнче чӑвашсем пурӑнакан пур тӑрӑхра та «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ — 2025» акци иртнӗ.

Ӑна Раҫҫейри Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин, Чӑваш Республикинчи Ҫӗнтерӳпе патриотлӑх ҫулталӑкӗсене тата Чӑваш чӗлхин кунне халалланӑ. Акцин тӗп тӗллевӗ — чӑваш чӗлхин пӗлтерӗшне, сумӗпе хисепне ӳс- тересси. Акцие хутшӑнакан кашни ҫын хӑй  чӑвашла тӗрӗс ҫырма пултарнине тӗрӗсленӗ.

Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче  вӗренекенсемпе вӗрентекенсем те акцие  хастар хутшӑнчӗҫ. Вӗсем   В.Алентей ҫыравҫӑн «Ҫӗнтерӳ салтакӗ» хайлавӗ тӑрӑх диктант ҫырчӗҫ. Шкулти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем малтан ачасемпе пӗрле диктант ҫыртарчӗҫ, кайран вара вӗсен ӗҫӗсене тӗрӗслесе хак пачӗҫ.

Людмила Абрамова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *