Пурнӑҫ ирттересси уй урлӑ иртсе каҫасси мар, тенӗ ӗлӗкех ваттисем. Асанкасси ялӗнче пурӑнакан Елена Макаровна Миронован та пурнӑҫӗнче хура-шурне нумай курма тивнӗ. Ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑхӗ Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ вӑхӑтне тата ун хыҫҫӑнхи ҫулсене лекнӗ те йывӑрлӑхсене парӑнтарма, чӑтма хӑнӑхнӑ. Ҫакӑ ӑна мӗн пурнӑҫ тӑршшӗпех пулӑшса пынӑ. Ульянов ячӗллӗ колхозра дояркӑра ӗҫленӗ вӑхӑтра фермӑра ҫӑмӑлах килмен. Апла пулин те вӑл пуҫ усман, хӑйне шаннӑ ӗҫе тӳрӗ кӑмӑлтан туса пынӑ. Хастарлӑхшӑн чылай наградӑна тивӗҫнӗ. Колхоз ӗҫне те ӗлкӗрнӗ вӑл, килти хуҫалӑхри ӗҫсене те тытса пынӑ, пилӗк ача ӳстерсе пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ. Халӗ ӑна 8 мӑнукӗпе 5 мӑнмӑнукӗ савӑнтараҫҫӗ.
Ҫак кунсенче Елена Макаровна 90 ҫул тултарчӗ. Ҫак ятпа ӑна Асанкасси территори уйрӑмӗн начальникӗ Н.Н.Карпов саламларӗ, вӑлах округ пуҫлӑхӗн Н.Н.Раськинӑн саламне те ун патне илсе ҫитерчӗ. Асанкассинчи культура ӗҫченӗсем ватӑ ҫынна савӑк юрӑ-кӗвӗ парнелерӗҫ, малашне ҫывӑх ҫыннисемпе пӗрле савӑнса пурӑнма сывлӑх, вӑй-хал сунчӗҫ.
Елена Маштанова

