Нумаях пулмасть Тукай Мишер вӑтам шкулне округри шкулсенче географи предметне вӗрентекенсем пуҫтарӑнчӗҫ. Кунта Раҫҫейри Тӑван ҫӗршыв сыхлавҫин тата Чӑваш Республикинчи Ҫӗнтерӳпе патриотлӑх ҫулталӑкӗсене халалласа методика шухӑшӗсен «Географи учителӗсен ӑсталӑхӗ» ятпа 12-мӗш фестиваль иртрӗ. Вӑл вӑхӑтра вӗрентекенсем тӗрлӗ мероприятисем йӗркелерӗҫ. Уҫӑ уроксенче таврапӗлӳ материалӗсем тата патриотлӑх ҫине тайӑнса предметпа уроксем ирттерессинчи ҫӗнӗлӗхсемпе паллаштарчӗҫ. Чӑваш Енӗн ҫутҫанталӑк пуянлӑхӗ, историйӗ тата Аслӑ Ҫӗнтерӳ ҫинче тӗплӗн чарӑнса тӑчӗҫ.
Класс тулашӗнчи мероприятисенче таврапӗлӳ енӗпе интерактивлӑ хӑнӑхусем пулчӗҫ. Унта вӗренекенсен тӗпчевҫӗ вырӑнӗнче пулма та тиврӗ. Шкул ачисем тӑван тавралӑх, регион хӑйнеевӗрлӗхӗ, унӑн иртнӗ пурнӑҫӗ пирки проектсем тӑратрӗҫ.
Мастер-классем пӗр-пӗрин методика ҫӗнӗлӗхӗсемпе паллашма май пачӗҫ. Ӑста тата нумай ҫул ӗҫлекен преподавательсем хӑйсен ӗҫӗнче усӑ куракан паха опытсемпе паллаштарчӗҫ, тӗрлӗ сӗнӳсем пачӗҫ. Географи карттисемпе ӗҫлесси, географин информаци системи тата ытти ыйтусене те пӑхса тухрӗҫ.
Вӗрентекенсемпе вӗренекенсен конкурсӗ фестивалӗн тепӗр пӗлтерӗшлӗ пайӗ пулчӗ. Вӗсем хӑйсен творчествӑлла ӗҫӗсемпе, проекчӗсемпе, тӗпчевӗсемпе паллаштарчӗҫ.
Фестиваль вӗрентекенсем ачасене географи предмечӗпе пӗлӳ панӑ вӑхӑтра ҫитӗнекен ӑрӑва патриотизмла воспитани енӗпе те тимленине кӑтартса пачӗ. Уроксенче вӑл е ку темӑна тӑван тавралӑх пуянлӑхӗпе, унӑн историйӗпе ҫыхӑнтарни пӗлӗве лайӑхрах ҫирӗплетсе хӑварма пулӑшать. Ҫакӑн пек фестивальсем вӗрентекенсене пӗр-пӗрин опычӗпе паллашма, уроксенче усӑ куракан ҫӗнӗлӗхсене курма май параҫҫӗ.
Светлана Краснова,
географи учителӗсен округри методика пӗрлешӗвӗн ертӳҫи.

