Пятница, 14 августа

Проектра ҫӗнтернӗ

Проектра ҫӗнтернӗ

Иртнӗ ҫул Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗнчен Пӗтӗм Раҫҫейри «Познаю Россию» вӗрентӳ проекчӗ хута кайнӑччӗ. Унта Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнчи  «Пӗрремӗшсем» те хутшӑнма кӑмӑл турӗҫ.

Проекта вӗрентӳ организацийӗсене таврапӗлӳпе туризм енӗпе ӗҫлеме явӑҫтарас, наукӑпа вӗрентӳ туризмне аталантарас тӗлӗшпе ӗҫе кӗртнӗ. Ачасем Раҫҫейӗн культура, истори, ҫутҫанталӑк эткерлӗхӗпе интересленччӗр, ҫӗршывӑн паттӑрлӑх ҫулӗпе утса тухчӑр, чаплӑ та паллӑ ҫыннисем пирки ытларах пӗлччӗр тесе тӗрлӗ мероприятисем йӗркелемелле пулнӑ. Вӗренекенсем 7 урокра ҫӗршывӑн 7 кӗтесӗнче дистанциллӗ форматпа пулса курчӗҫ. Кашнинчех интерактивлӑ видеоролик  тата викторина пулчӗ.

Шкул директорӗн воспитани енӗпе ӗҫлекен советникӗ П.В.Родионов ертсе пынипе аслӑ класра вӗренекен А.Тимкина, Ю.Исаева, А.Гельметдинова, Я.Евграфова, И.Оленев, М.Козлов тӗрӗслевсем витӗр ӑнӑҫлӑн тухрӗҫ. Проектӑн ҫиччӗмӗш тапхӑрӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх ҫӗнтерӳҫӗсем пулчӗҫ.

Петр РОДИОНОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *