Пятница, 14 ноября

Журналистсемпе  пресс-конференци ирттернӗ

Журналистсемпе  пресс-конференци ирттернӗ

Апрелӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев федераллӑ, регионти тата округсенчи массӑллӑ информаци хатӗрӗсенчи журналистсемпе, Чӑваш Енри шкулсенчи тата аслӑ шкулсенчи медиа студисенче вӗренекенсемпе пресс-конференци ирттернӗ. Тӗлпулу виҫӗ сехете яхӑн тӑсӑлнӑ. Вӑл вӑхӑтра Олег Алексеевич 30 ытла ыйту ҫине хурав панӑ.

Массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсем халӑха интереслентерекен  ыйтусем ҫине хуравлама ыйтнӑ. Вӗсенчен ытларахӑшӗ экономикӑпа, ҫул-йӗрпе, вӗрентӳпе, сывлӑх сыхлавӗпе, спортпа ҫыхӑннисем  пулнӑ. «Российская газета» корреспонденчӗ  Чӑваш Енӗн экономикӑри ҫитӗнӗвӗсем пирки ыйтсан  О.Николаев  ҫакна пысӑк, вӑтам, пӗчӗк предпринимательство ӑнӑҫлӑ ӗҫленипе, вӗсене аталанма, вӗсен бизнес-шухӑшӗсене вӑхӑтра шута илсе вӑя кӗртме пулӑшнипе ҫыхӑннине палӑртнӑ.  Ҫавӑн пекех инвестицисене явӑҫтарни тата республика экологи енчен ӑнӑҫлӑ пулни те витӗм кӳнӗ.

Пресс-конференцире  Ҫӗнтерӳ уявне паллӑ тӑвассипе ҫыхӑннӑ ыйтусем те панӑ.  Сӑмахран, уяв ҫывхарса пырать пулин те Шупашкарта чӑваш  чӗлхипе ҫырнӑ пӗр баннер та вырнаҫтарман.  Республика Пуҫлӑхӗ  ку енӗпе ҫитменлӗхе пӗтерме пулнӑ. Тӗп хулара майӑн 9-мӗшӗнче «Победный май» историлле ретроспектива йӗркелӗҫ. Шупашкар 80 ҫул каяллахине таврӑнса 1945 ҫулхи   савӑнӑҫлӑ ҫуркуннене аса илтерӗ.

Олег Алексеевич журналистсен ыйтӑвӗсем ҫине хуравласа республикӑра  кадрсен резервне хатӗрлес  енӗпе малашне ҫине тӑрса ӗҫлемеллине палӑртнӑ. Министрсен те, округсемпе хуласен пуҫлӑхӗсен те массӑллӑ информаци хатӗрӗсемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлемеллине, пурнӑҫланӑ ӗҫсемпе паллаштарса тӑмаллине ҫирӗплетнӗ.

Кӑҫал Республика кунӗн уявӗ Етӗрне округӗнче иртет.  О.Николаев унта пуҫаруллӑ проектсемпе ӑнӑҫлӑ ӗҫленине палӑртнӑ.

Республика Пуҫлӑхӗ пресс-конференцире янранӑ шухӑшсемпе сӗнӳсене, ыйтусене ҫырса пынӑ. Кашни ыйтӑвах ҫывӑх вӑхӑтра татса пама шантарнӑ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *