Пятница, 14 ноября

Ярмӑрккӑ пуҫланнӑ

Апрелӗн 10-мӗшӗнче Комсомольскинче йӑлана кӗнӗ ял хуҫалӑх ярмӑрккине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура  уҫнӑ.

 «Ял хуҫалӑх продукцине туса илекенсем тата туянакансем йышлӑ пулни савӑнтарать. Кунта кашни ял ҫынниех пахалӑхлӑ продукцине сутма, мӗн кирлине туянма пултарать. Ҫакӑн пек мероприятисем вырӑнта  тавар туса илекенсене хӑйсем ҫитӗнтернӗ ял хуҫалӑх продукцине меллӗ сутма май параҫҫӗ», — палӑртнӑ округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин ярмӑрккӑна килнисене саламланӑ май.

Кашни ытларикунпа кӗҫнерникун кунта округра пурӑнакансем хӑйсене кирлӗ таварсем туянма пултарӗҫ. Ярмӑрккӑ ӗҫленӗ малтанхи кунах чылайӑшӗ пахча ҫимӗҫ, чечексен, ҫӗрулми вӑрлӑхӗсем, апатра усӑ курмалли ытти ял хуҫалӑх продукцийӗ нумай сутӑн илнӗ. Кунтах килте тӑварласа хатӗрленӗ пахча ҫимӗҫ, пыл, ял хуҫалӑхӗнче усӑ курмалли хатӗр-хӗтӗр, удобренисем те сӗннӗ.

(Хамӑр инф.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *