Пирӗн ҫӗршывра палӑртакан чи ҫамрӑк уявсенчен пӗри — Ача кӗтекен хӗрарӑмсен кунӗ. Ӑна 2023 ҫултанпа ҫулталӑкра икӗ хутчен — апрелӗн 7-мӗшӗнче тата октябрӗн 7-мӗшӗнче уявлаҫҫӗ. Ҫак уяв умӗн Комсомольскинчи этнобиблиотекӑра ача кӗтекен хӗрарӑмсене «Чӗре айӗнчи юрату» мероприятие пуҫтарчӗҫ.
Чи малтанах Валентина Боровкова библиотекарь уяв ӑҫтан пуҫланса кайнипе паллаштарчӗ, анне кашни ҫыннӑн пурнӑҫӗнче чи пысӑк вырӑн йышӑннине палӑртрӗ.
Уява пуҫтарӑннӑ пулас аннесене салам сӑмахӗсем каласа администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ — вӗренӳ пайӗн начальникӗ Наталия Комиссарова, Комсомольскинчи больницӑн тӗп врачӗ Инна Ефремова, акушер-гинеколог Анна Козлова тухса калаҫрӗҫ. Паянхи кун округра пурӗ 60 хӗрарӑм учетра тӑрать. Вӗсем хушшинче пӗрремӗш пепкине кӗтекенсем ҫеҫ мар, виҫҫӗмӗш е тӑваттӑмӗш хут анне пулма хатӗрленекенсем те пур. Медицина ӗҫченӗсем вӗсен сывлӑхне сӑнасах тӑраҫҫӗ, палӑртнӑ вӑхӑтра сывӑ ачасем ҫуратма пулӑшаҫҫӗ.
Раҫҫей Социаллӑ фончӗн Комсомольскинчи клиент службин ертӳҫи Надежда Юманова, халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центрӑн специалисчӗ Евгения Селиванова, социаллӑ хӳтлӗх пайӗн специалисчӗ Елена Самарина тата тӗп больницӑн психологӗ Гелия Хабибрахманова пуҫтарӑннисене ачаллӑ ҫемьесем тивӗҫекен пулӑшусем ҫинчен тӗплӗн каласа ӑнлантарчӗҫ, ҫамрӑк аннесене пулӑшма яланах хатӗррине палӑртрӗҫ, ҫӑмӑллӑн ҫуратса ҫемье телейӗпе савӑнса пурӑнма сунчӗҫ.
Ача кӗтекен ҫамрӑк хӗрарӑмсем ӑсталӑх класне хутшӑнса ҫипрен чӑх чӗппи — пурнӑҫ палли хатӗрлерӗҫ, библиотекарьсем сӗннӗ кӗнекесемпе интересленсех паллашрӗҫ, пӗр-пӗринпе хутшӑнса вӑхӑта хаваслӑн ирттерчӗҫ.
Наталья Калашникова.

