Пятница, 14 ноября

Марафона савӑнӑҫлӑн уҫнӑ

Апрелӗн 8-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Шупашкарта «Ачалӑх ячӗпе, ачалӑхшӑн» марафона савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. «Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин пуҫарӑвӗсемпе йышӑнӑвӗсене пула пирӗн ҫемьесем, ачасем пурнӑҫри кӑткӑс лару-тӑрура пулӑшӑва туяҫҫӗ. Эпир те, Чӑваш Республикин правительстви, муниципалитетсем, хамӑр енчен,  федераллӑ программӑсенче ҫук, регион пӗлтерӗшлӗ пулӑшу формисене ӗҫе кӗртетпӗр. Ун пеккисем юлашки ҫулсенче 17 ытла пулчӗҫ», — палӑртнӑ вӑл марафона малтанхи тӳлев хывнӑ май. Пурне те ҫак кирлӗ ӗҫе хутшӑнма чӗннӗ.

Ку марафон 1995 ҫултанпа пырать. Юлашки 5 ҫулта ҫеҫ унта ачасен пурнӑҫӗпе пуласлӑхӗшӗн тӑрӑшас кӑмӑллӑ 5 пин ытла ҫынпа предприяти-организаци, учрежденисем хутшӑннӑ, 28 миллион ытла тенкӗллӗх укҫа пуҫтарӑннӑ. Вӑл шутран пӗлтӗр анчах 6,3 миллион тенкӗ. Пуҫтарӑннӑ укҫа-тенке инвалид ачасене, йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ачасене, нумай ачаллӑ тата сахал тупӑш илекен ҫемьесене пулӑшма усӑ курнӑ. Ҫавӑн пекех церебраллӑ параличпа чирлӗ ачасен «Реабилитационный центр для детей» БУ тата РДКБ валли медицина оборудованийӗ, ятарлӑ тренажерсем, сӗтел-пукан, музыка хатӗр-хӗтӗрӗ туянма, культура мероприятийӗсем ирттерме янӑ. Кунсӑр пуҫне Раҫҫейри ача-пӑча фончӗн регионти программин «Теплый дом» фондне ача ҫурчӗсемпе шкул-интернатсене,  «Детский туберкулез» программӑпа ҫак чирпе кӗрешекен учрежденисемпе унта сипленекен ачасене пулӑшма, «Школьная волейбольная лига Чувашской Республики» программӑпа ҫак спорт енӗпе ачасем хушшинче ӑмӑртусем ирттерме, формӑсем, мечӗксем, ҫӗнтерӳҫӗсем валли призсем  туянма,  «Культура»  программӑпа ача-пӑча творчество коллективӗсен пурлӑхпа техника никӗсне ҫирӗплетме, талантлӑ ачасене стипенди тӳлеме, муниципалитетсенче ача-пӑча площадкисем тума, «Ача-пӑча библиотеки» программӑпа ачасен библиотекисем валли ҫӗнӗ кӗнекесем илме тата юсав ӗҫӗсем ирттерме, Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун тата Ҫӗнӗ ҫул уявӗсем вӑхӑтӗнче нумай ачаллӑ тата сахал тупӑшлӑ ҫемьесене пулӑшма усӑ курнӑ.

Тӑватӑ ҫул каялла Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен союзӗн пуҫарӑвӗпе «Аслисем — ачасене» ыркӑмӑллӑх марафонӗ ҫуралнӑччӗ. Кашни муниципалитет  пуҫтарӑннӑ укҫа-тенкӗпе ачасем валли ҫӗнӗ проект хута янӑ. Пирӗн округра вара Комсомольскинчи ача-пӑча  искусствӑсен шкулӗнче вӗренекенсем сцена ҫине ҫӗнӗ те капӑр тумсемпе тухма пуҫланӑ.

«Ачалӑх ячӗпе, ачалӑхшӑн» марафона уҫнӑ ҫӗре пирӗн округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин та хутшӑннӑ.  Пирӗн тӑрӑхри организацисемпе предприятисем, учрежденисем, уйрӑм ҫынсем те асӑннӑ марафона ҫулсеренех тӳлев хывнӑ. Ырӑ туйӑмсемпе кӑҫал та ҫак ӗҫе хутшӑнасса шанма пулать.

Мероприятие пуҫтарӑннисем юлашкинчен  ачасен пурнӑҫӗпе паллаштаракан «Жизнь.  Скрепы.История неродившейся души» спектакль курнӑ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *