
Иртнӗ эрнери шӑматкун пӗтӗм тӗнчери пекех, пирӗн округри хӗрсемпе хӗрарӑмсемшӗн асра юлмалли хаваслӑ та интереслӗ нумай самантсемпе палӑрса юлчӗ тесех каламалла. Ҫемьесенче хӗр пӗрчисем, йӑмӑксемпе аппасем, аннесемпе мӑшӑрсем, асаннесемпе кукамайсем хӑйсен хаклӑ тӑванӗсенчен ӑшӑ сӑмахсем нумай илтрӗҫ. Предприятисемпе организацисенче, учрежденисенче ӗҫлекен яланах илемлӗ хӗрсемпе хӗрарӑмсем арҫын ӗҫтешӗсенчен чечек ҫыххисемпе парнесем йышӑнчӗҫ. Шкулсенче, культура ҫурчӗсемпе библиотекӑсенче те Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне халалласа нумай-нумай мероприяти иртнӗ.
Х,рарӑмсем пуҫтарӑннӑ
Округри этнобиблиотекӑра «Шанчӑк» клуба ҫӳрекенсем пуҫтарӑнса ҫурхи чи илемлӗ уява паллӑ тунӑ. «Самым милым, самым любимым» уяв программи пуян пулнӑ. Чӑваш хӗрарӑмӗсен союзӗн округри уйрӑмӗн председателӗ Инна Ядрова пуҫтарӑннисене пурне те Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе саламланӑ. Вӗсене пурнӑҫра ӑнӑҫу, ҫирӗп сывлӑх, вӑй-хал суннӑ. Хӗрарӑмсен союзӗн членӗ Елена Дьяконова уяв историйӗпе паллаштарнӑ. Конкурссемпе викторинӑсенче те хӗрарӑмсем хӑйсен пултарулӑхӗпе пӗлӗвне кӑтартма тӑрӑшнӑ. Елена Вороновӑпа Нина Зайцева хӑйсем ҫырнӑ сӑвӑсене вуланӑ. Сӗтел хушшинче уяв малалла тӑсӑлнӑ, савӑк юрӑсем янранӑ.
Округри пултаруллӑ та хастар хӗрарӑмсен «Волшебный мир макияжа» уявӗ этнобиблиотекӑрах иртнӗ. Унта округри маттур та илемлӗ хӗрарӑмсем, культура ӗҫченӗсем хутшӑннӑ. Пуҫтарӑннисене округри хӗрарӑмсен Канашӗн председателӗ Инна Ядрова саламланӑ. Республикӑри «Я — женщина» конкурса хутшӑнакан хӗрарӑмсене тав тунӑ. Иртнӗ ҫул унта пирӗн округри 19 хӗрарӑм хастар хутшӑннӑ. Чылайӑшӗ ҫӗнтерӳҫӗсен йышне те лекме пултарнӑ. Кӑҫал та ҫак мероприятире вӗсем хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартӗҫ. «Я — женщина» конкурс кӑҫал мартӑн 17-мӗшӗпе апрелӗн 30-мӗшӗччен иртет. Салам сӑмахӗсем хыҫҫӑн тӗрлӗ конкурссем, викторинӑсем, калаҫусем иртнӗ. Анастасия Басникова илемлӗх маҫтӑрӗ макияж пирки каласа панӑ. Унпа пӗлсе усӑ курни ахаль те илемлӗ хӗрарӑмсене татах та чиперлетме май панӑнине асӑннӑ. Уявра ытарайми хӗрарӑмсене чечек ҫыххисем, парнесем панӑ.
Аннесене — чечек ҫыххи
Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗнче ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен мӑшӑрӗсемпе амӑшӗсене те чечек ҫыххисемпе, парнесемпе саламланӑ. Амӑшӗсене маттур салтаксем ҫитӗнтернӗшӗн, мӑшӑрӗсене чӑтӑмлӑхпа вӑй-хал ҫитернӗшӗн тав тунӑ. Уяв кунӗнче саламлани — темӗнле парнерен те пахарах. Тӑван ҫӗршыва ятарлӑ ҫар операцийӗнче хӳтӗлекен салтаксемпе офицерсен амӑшӗсене, мӑшӑрӗсене — уйрӑм тав сӑмахӗсем.
Выставка уҫӑлнӑ
Комсомольскинчи «Ҫӗр тата ҫынсем» музейра «Улах» кружока ҫӳрекенсен ал ӗҫӗсен «Мир увлечений женщин» выставки уҫӑлнӑ. Унта Вера Макарова, Валентина Кокшина, Галина Быкова, Мария Мокеева, Людмила Симендеева, Валентина Хораськина, Валентина Константинова, Луиза Петрова, Елена Николаева ӗҫӗсемпе паллашма май пур. Пултаруллӑ хӗрарӑмсем тӗрлеҫҫӗ, ҫыхаҫҫӗ, ҫӗлеҫҫӗ, вӗтӗ шӑрҫаран тӗрлӗ япаласем хатӗрлеҫҫӗ, хушпу, тухья та ӑсталаҫҫӗ. Чӑннипех те тӗлӗнмелле ылтӑн алӑллӑ ҫынсем пурӑнаҫҫӗ пирӗн тӑрӑхра. Ӗненместӗр пулсассӑн «Ҫӗр тата ҫынсем» музея ҫитсе курӑр. Вӗсен ӗҫӗсемпе паллашӑр. Ҫавӑн пекех каласа хӑварар: ӑстаҫӑсем кашни эрнерех, юнкун 13.00 сехетре музея пуҫтарӑнаҫҫӗ. Хӑйсен ӑсталӑхӗпе паллаштараҫҫӗ, ҫӗннине вӗренеҫҫӗ. Кӑмӑл пур пулсассӑн кружока ҫырӑнӑр.
Уяв савӑнӑҫлӑ иртнӗ
РФ социаллӑ фончӗн округри уйрӑмӗнчи аслӑ ҫулхисен «Кӗмӗл ӳсӗм» хутшӑну центрӗнче те уява савӑнӑҫлӑ ирттернӗ. Этнобиблиотека ӗҫченӗсем Надежда Боровкова, Светлана Григорьева уяв тӗлне ятарласа мероприяти хатӗрленӗ. Пуҫтарӑннисем историре тарӑн йӗр хӑварнӑ хӗрарӑмсем пирки слайд пӑхнӑ, «А вы знали?», «Цветочный гороскоп», «Музыкальный букет» конкурс-викторинӑсене хутшӑннӑ. Раҫҫейри пенсионерсен союзӗн округри уйрӑмӗн председателӗ В.И.Пундяков хӗрарӑмсене халалласа хӑй ҫырнӑ сӑвва илемлӗн вуласа панӑ. Округри территори уйрӑмӗсенчи культура ҫурчӗсемпе клубсенче те хӗрарӑмсене халалласа концертсемпе уяв каҫӗсем йӗркеленӗ.
Алевтина Ефремова,
Юрий Гаврилов.