
Ҫанталӑк кунран-кун ӑшӑтсах пырать. Шыв-шур кайнӑ вӑхӑтра ҫырмасемпе кӳлӗсем асӑрханусӑр тата тимсӗр пулсан хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултараҫҫӗ.
Статистика палӑртнӑ тӑрӑх ҫуркунне ҫӳхе пӑр ҫине ҫуран е автомашинӑпа кӗрсе инкеке лекекенсем чылай пулаҫҫӗ. Кӑҫал ҫанталӑк хӑйнеевӗр тӑрать. Ҫавӑнпа та ҫырмара пӑр пуррине кура унта кӗме ан васкӑр. Хӗлле шартлама сивӗсем нумай вӑхӑт пулмарӗҫ. Ҫавӑнпа та пӑр хулӑнӑшӗ те пысӑках мар.
Ачасене ашшӗ-амӑшӗн, вӗрентекенсен ҫырма-ҫатра ҫывӑхӗсенче шыв-шур вӑхӑтӗнче мӗнле тытмалли пирки ӑнлантармалла. Ӑнсӑртран инкеке лексен мӗн тумалли ҫинчен каласа памалла.
Шыв-шур, пӑр инкек ан кӑтарттӑр тесен пурне те ҫырмасем, кӳлӗсем, пӗвесем ҫывӑхӗнче асӑрхануллӑ та тимлӗ пулма ыйтатпӑр.
Ремис Шарафутдинов,
округӑн ятарлӑ программӑсен пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене тӑваканӗ.