Уй-хир юртан тасалса пырать. Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсем пикенсех техникӑна хире кӑларма хатӗрлеҫҫӗ. Тракторсене, кӑкарса ӗҫлемелли агрегатсене юсаҫҫӗ, вӑрлӑхсене кирлӗ шая ҫитереҫҫӗ, ҫунтармалли-сӗрмелли материалсем, удобренисем илсе килеҫҫӗ.
Каҫхи шӑнпа усӑ курса «Урожай» колхоз кӗр тыррисене апатлантарма тухнӑччӗ. Кунти механизаторсем кӗрхи тулӑ уйне 100 гектара яхӑн минераллӑ удобренисем сапнӑ. Ҫанталӑка кура уй-хир ӗҫӗсене малалла тӑсӗҫ. Хуҫалӑхӑн кӗр тыррисем 440 гектар йышӑнаҫҫӗ, нумай ҫул ӳсекен курӑксен лаптӑкӗ те чылай. Вӗсене тулӑх ӳссе ҫитӗнме 135 тонна минераллӑ удобрени хатӗрленӗ, тата 30 тонна илсе килме палӑртнӑ.
Пирӗн округра иртнӗ ҫул 2500 гектар ҫине кӗр тыррисем акса хӑварнӑччӗ. Вӗсене апатлантарма, сӳрелеме пуҫлӗҫ.
Минзаит Зайнуллин,
ял хуҫалӑх тата экологи секторӗн начальникӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлаканӗ.

