Суббота, 26 апреля

Калаҫусем йӗркеленӗ

Мартӑн 10—19-мӗшӗсенче пирӗн республикӑра  федераллӑ ведомствӑсем хушшинчи «Чистое поколение — 2025»  комплекслӑ профилактика операцийӗ пырать. Ҫак вӑхӑтра йӗрке хуралӗнче ӗҫлекенсем шкулсенче пулса вӗренекенсемпе тӗл пулаҫҫӗ. Вӗсемпе право йӗркине пӑснинчен, наркотиксемпе усӑ курассинчен тата сарассинчен асӑрхаттарас тӗлӗшпе профилактика калаҫӑвӗсем ирттереҫҫӗ.

Ҫавӑн пек мероприятисенче Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче шалти ӗҫсен  «Комсомольский» уйрӑмӗн ГИБДД пайӗн начальникӗ А.В.Матросов, Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел вӑтам шкулӗнче шалти ӗҫсен «Комсомольский» уйрӑмӗн полици капитанӗ Л.Р.Минуллин калаҫусем йӗркеленӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *