Вторник, 29 апреля

Вӑрмана пӗрле упрар

Вӑрман инспекторӗсем куллен вӑрмансенчи лару-тӑрӑва тимлеҫҫӗ, йывӑҫсен сывлӑхне хаклаҫҫӗ, сиенленнӗ вырӑнсене тупса вӗсен сӑлтавне тӗпчеҫҫӗ. Енчен те йывӑҫсем мӗнрен те пулсан сиен курнӑ пулсан вырӑнти лесничествӑна ҫакӑн ҫинчен пӗлтереҫҫӗ, вӑрмана хӳтӗлемелли мерӑсем йышӑнаҫҫӗ.

Сӑмахран, вӑл е ку вырӑнта сиенленнӗ йывӑҫсем йышлӑ пулсан унта санитари тӗллевӗсене тӗпе хурса вӗсене касма пултараҫҫӗ. Ҫакӑн йышши мероприятисем сиенҫӗсем е йывӑҫ чирӗсем аталанассине чарма пулӑшаҫҫӗ.

Вӑрман сывлӑхне упранисӗр пуҫне инспекторсем тепӗр пысӑк ӗҫ те пурнӑҫлаҫҫӗ% вӑрманлӑ вырӑнсене саккуна хирӗҫ сиенлӗ ӗҫсем тӑвакан ҫынсенчен хӳтӗлеҫҫӗ.

Нумаях пулмасть Шупашкар лесничествинчи патрулировани вӑхӑтӗнче инспекторсем ҫынсемпе асӑрхаттару калаҫӑвӗ ирттернӗ. Ҫынсене вӑрмансенчи пушар хӑрушсӑрлӑхӗн тата санитари правилисем ҫинчен аса илтернӗ. Вӗсене пӑхӑнни, ҫутҫанталӑка хисеплени тавралӑха тасалӑхра тытма, вӑрманти пушарсенчен сыхланма тата ӳсентӑрансен чирӗсем аталанассине чарма пулӑшать. Йӗркене пӑсакансен вара явап тытма тивет.

Вӑрмана упрас ӗҫе кашниех тӳпе хывма пултарать. Енчен те эсир саккуна пӑсса йывӑҫ каснине, вӑрмансенчи санитари тата пушар хӑрушсӑрлӑхӗн нормисене пӑснине асӑрхарӑр пулсан вӑрман сыхлавӗн регионти диспетчер службине 8(8352)40-22-33 номерпе шӑнкӑравлӑр.

ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыруран:

«Вӑрмансене ҫӗнетсе пырас тата сыхласа хӑварас енӗпе пысӑк кӑтартусем тунӑ. Ҫакна вӑрмана сыхласа упрама пулӑшакан ӗҫсем йӗркелесе ирттернипе тума май килнӗ. Ҫавӑн пекех лартмалли материала пӑхса ҫитӗнтермелли инфратытӑма аталантарас, вӑрмансене пушартан сыхламалли пурлӑхпа техника никӗсне ҫирӗплетес енӗпе йышӑннӑ мерӑсем, ҫав шутра цифра мелӗпе тунӑ юлашки йышӑнусем те, хӑйсен ырӑ витӗмне кӳчӗҫ. Ҫапла майпа республикӑра темиҫе ҫул хушши ӗнтӗ усӑ курма пӑрахнӑ вӑрмансене ҫӗнетмелли плансем палӑртнинчен иртсе пурнӑҫланаҫҫӗ тата пысӑк пушарсем пулмаҫҫӗ».

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *