
Февралӗн 28-мӗшӗнче районти таврапӗлӳҫӗсен совечӗн членӗсем Юрий Андреев, Валерий Павлов тата эпӗ Шурут ялне ҫитсе куртӑмӑр. Мӗнле ыйту кӑсӑклантарчӗ-ха пире? Кӑҫалхи ҫула Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекенӗн ҫулталӑкӗ тесе йышӑннӑ. Ҫавӑнпа та Шурут ялӗнче ҫуралса ӳснӗ летчиксем ҫинчен тӗплӗнрех пӗлме шут тытрӑмӑр.
Чи малтанах Шурут территори уйрӑмне ҫитрӗмӗр, унта ӗҫлекенсемпе курса калаҫрӑмӑр. Ырӑ кӑмӑлпа кӗтсе илчӗҫ районтан килнӗ хӑнасене. Ыйтусем ҫине кӑмӑлпах хуравларӗҫ. Телефонпа та кирлӗ ҫынсемпе калаҫса илме май пулчӗ. Вӗсем хӑйсем патне килне пыма ыйтрӗҫ. Вӑхӑт пулсан ҫитсе курма шантартӑмӑр.
Ялти клуба та ҫитсе курма тӳр килчӗ. Унта кӗрсенех пире библиотека ӗҫченӗпе культура вучахӗн специалисчӗ кӗтсе илчӗҫ, мӗн тӗллевпе ҫӳренипе интересленчӗҫ. Шӑкӑл-шӑкӑл калаҫу хӗрсех пычӗ, айккинчен пӑхсан тахҫанах пӗр-пӗрне паллакан ҫынсен калаҫӑвӗ пекех туйӑнчӗ. Пурте ялти летчиксем ҫинчен хӑйсем мӗн пӗлнине пӗлтерме тӑрӑшрӗҫ.
Малалла такӑр ҫул шкул умне илсе ҫитерчӗ. Кӗрсенех йӗркене ҫирӗп тытса пыни куҫ умне пулчӗ% чи малтан камсем, мӗнле ыйтупа килнине ыйтса пӗлчӗҫ, унтан кирлӗ ҫынсемпе тӗл пулма пулӑшрӗҫ. Физкультура учителӗ Владимир Михайлович Гаврилов пире вӑрҫӑра ҫапӑҫнӑ салтаксен ячӗпе хатӗрленӗ стенд умне пыма сӗнчӗ, авиаци формипе ӳкерттернӗ икӗ ҫынпа паллаштарчӗ (каярахпа интернетри документсене тишкернӗ хыҫҫӑн вӗсенчен пӗри летчик пулни палӑрчӗ). Чӑваш чӗлхипе литература предметне вӗрентекен учительницӑпа паллашма тӳр килчӗ. Любовь Николаевна Тарасова паянхи кун та пархатарлӑ ӗҫ тӑвать. Вӑл пулӑшнипе Максим Васильевич Чумаков 1939-мӗш ҫулта Жуковский ячӗпе хисепленекен сывлӑш-ҫар академийӗнче летчик пулма вӗреннине пӗлме май килчӗ. Питӗ туслӑ коллектив пуҫтарӑннӑ ҫак шкулта, пурте таврапӗлӳҫӗсене пулӑшма хатӗр! Вӗсем хӑйсен ялӗнче ҫуралнӑ летчиксемпе чӑн-чӑнах мухтаннине пытармарӗҫ, кӑҫалхи ҫул вӗсене асӑнмалли вырӑн тумалли ҫинчен те калаҫу пулчӗ. Шкул ачисене паттӑр летчиксем ҫинчен каласа пама шантарчӗҫ.
Шкултан тухсан ҫак ялти Сергей Кузьмич Федоров летчикӗн тӑванӗсем патне ҫитсе куртӑмӑр. Питӗ нумай информаци пӗлме май килчӗ. Аманнӑ летчике вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче ҫӑлса хӑварнӑ юлташӗ Украинӑран пулнӑ. Мирлӗ пурнӑҫра вӑл хӑйӗн командирне курма темиҫе хут та килсе кайнӑ. Ялти хисеплӗ кил хуҫисем патӗнчен урама тухсанах хирӗҫре пурӑнакан Антон Иванович Анисимов летчикӗн тӑванӗ те пире ӑшӑ сӑмахсемпе кӗтсе илчӗ. Анчах паттӑр ҫыннӑн сӑн ӳкерчӗкне тупма май пулмарӗ. Ҫитес кунсенче аякри тӑванӗсемпе ҫыхӑнма шантарчӗ, вӗсем кирлӗ материалсемпе пулӑшасса кӗтетпӗр.
Районти шкулсенче вӑрҫӑра ҫапӑҫнӑ салтаксене асӑнса тунӑ стендсем пурах. Летчиксен сӑн ӳкерчӗкӗсем пур пулсан районти «Ҫӗр тата ҫынсем» халӑх музейне пӗлтерме ыйтатпӑр.
Павел Зайцев.