Республикӑри округсенче черетпе Правительство кунӗсем иртеҫҫӗ. Вӗсем вӑхӑтӗнче республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тата тӗрлӗ министерствӑсен ертӳҫисем вӑл е ку округа ҫитсе вырӑнти ӗҫ-хӗлпе паллашаҫҫӗ, социаллӑ тата экономикӑлла аталанӑва тишкереҫҫӗ, малашне тумалли ӗҫсене палӑртаҫҫӗ. Февралӗн 28-мӗшӗнче ҫакӑн пек мероприяти пирӗн округра та иртрӗ.
Чи малтанах хӑнасем Комсомольскинчи культура ҫурчӗн фойинче вырнаҫнӑ куравпа паллашрӗҫ. Унта округри предприятисемпе ҫемье фермисем хӑйсен продукцине кӑтартса пачӗҫ, вырӑнти ӑстасем, ача садӗнчи агролабораторие ҫӳрекенсемпе шкул ачисем те хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарчӗҫ. Курав Каҫал тӑрӑхӗнче чӑннипех ӗҫчен те пултаруллӑ ҫынсем пурӑннине ҫирӗплетрӗ. Сӑмахран, Ираида Алексеева хӑнасене килте пӗҫернӗ сырпа сӑйларӗ. Вӑл темиҫе ҫул ӗнтӗ ҫемье фермин ӗҫне аталантарса пырать. Паянхи куна вӑл 12 тӗрлӗ сыр пӗҫерет. «Слава картофелю» агрофирма ҫинчен те пурте илтнӗ, паллах. Унӑн продукцине республикӑра ҫеҫ мар, ытти регионсенче те хаваспах туянаҫҫӗ, Чӑваш Енри чи малта пыракан организацисен шутне кӗрекенскерӗн ҫӗрулми ҫитӗнтерес ӗҫри паха опычӗпе мухтанмалӑх пурах.
Мероприятире тӗп тема округӑн аталанӑвӗ пулчӗ. Пӗлетпӗр ӗнтӗ, Каҫал тӑрӑхӗнче ял хуҫалӑхӗ ҫине чи пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Тыр-пул, ҫӗрулми, ытти пахча ҫимӗҫ ҫитӗнтерес, выльӑх-чӗрлӗх усраса тупӑш тӑвас енӗпе ӗҫсем аван пыраҫҫӗ. Округра ҫӑкӑр-булка пӗҫерекен, тӗрлӗ сӗткенсем туса кӑларакан, аш-какай продукцийӗ, сӗт юр-варӗ хатӗрлекен предприятисем те пур. Вӗсен ӗҫне хакласа республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ял хуҫалӑх продукцийӗпе тата та тарӑнрах ӗҫлемеллине палӑртрӗ, ҫитӗнтернӗ чӗр тавартан вырӑнтах тӗрлӗ продукци туса кӑларса сутни округшӑн усӑллӑ пулни ҫинчен каларӗ.
Правительство кунӗнче округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин 2020—2024 ҫулсенчи социаллӑ тата экономикӑлла аталанӑва пӗтӗмлетсе тӗплӗ доклад турӗ, 2025—2030 ҫулсенче пурнӑҫламалли ӗҫ планӗсене палӑртса хӑварчӗ. Мероприятие хутшӑнакан министрсем Сергей Артамонов, Михаил Ноздряков, Дмитрий Краснов, Владимир Степанов, Максим Петров, министр тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Владимир Максимов, Татьяна Казакова министр ҫумӗ республика ҫитӗнӗвӗсемпе паллаштарчӗҫ, вӗсене округ мӗнле тӳпе хывнине асӑнчӗҫ.
Округра юлашки 5 ҫулта, чӑнах та, ҫынсен пурнӑҫ условийӗсене лайӑхлатас, ялсене аталантарас тӗллевпе нумай ӗҫ пурнӑҫланӑ, ҫав шутра пысӑк пӗлтерӗшлӗ автоҫулсене юсанӑ, тӑлӑх 14 ачана, нумай ачаллӑ 10 ҫемьене, 28 ҫамрӑк ҫемьене пурӑнмалли ҫурт-йӗр ыйтӑвне татса пама пулӑшнӑ, Комсомольскинчи нумай хваттерлӗ ҫуртсен картишӗсене йӗркене кӗртнӗ, Нӗркеҫре хоккей коробки тунӑ, ял хуҫалӑх предприятийӗсене тыр-пул тата утӑ-улӑм упрамалли хуралтӑсем, складсем, цехсем тума, ял хуҫалӑх техники туянма пулӑшнӑ тата ытти те. Халӑх хушшинче ирттернӗ ыйтӑм малашнехи плана кӗртмелли енсене палӑртма пулӑшнӑ. Чылайӑшӗ ҫулсен пахалӑхне лайӑхлатни, ялсене лайӑх интернетпа тивӗҫтерни, социаллӑ пулӑшусемпе усӑ курассине ҫӑмӑллатни пӗлтерӗшлӗ пулнине ҫирӗплетнӗ.
Мероприятире тӗрлӗ тытӑмри пултаруллӑ ӗҫченсене Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев наградӑсем парса чысларӗ. Нумай ачаллӑ Гульназ тата Айрат Ямалетдиновсем «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орденӑн медальне тивӗҫрӗҫ. Фениз Камалдинова — «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентӳ ӗҫченӗ», Оксана Александровӑна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ сывлӑх сыхлавӗн ӗҫченӗ», Лидия Пыркинана тата Иван Шакмакова «Чӑваш Республикин ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята парса чысларӗҫ.
Чӑваш Республикин 2030 ҫулчченхи комплекслӑ социаллӑ-экономикӑлла аталану программипе килӗшӳллӗн пирӗн округра 29 инвестици проекчӗ пурӗ 1,52 миллиард тенкӗлӗх тата 57 инфраструктура проекчӗ пурнӑҫа кӗртме палӑртнӑ. Вӗсем туризма, строительствӑна, транспортпа ҫул-йӗр хуҫалӑхне, вӗренӗве, культурӑна, сывлӑх сыхлавне, физкультурӑпа спорта, социаллӑ сферӑна, экологие, пулӑшусен сферине тата ытти енсене пырса тивеҫҫӗ. Округра 12 мегапроект пурнӑҫланса пырать, ҫав шутра Комсомольскинче ҫӗнӗ шкул хӑпартас, хыт каяшсене тирпейлемелли инфраструктурӑна ҫӗнетес, юхса тухакан шывсене тасатакан хатӗрсем вырнаҫтарас, ватӑсене валли ятарлӑ инфраструктура хатӗрлес тата ытти енсемпе ӗҫсем пыраҫҫӗ. Малашне ҫакӑн пек мегапроектсен шучӗ тата та нумайланӗ.
Цитата
Олег Нкиолаев, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ:
«Комсомольски муниципаллӑ округӗ ӗҫе кӗртме тӗрлӗ енлӗ инвестици проекчӗсем чылай тӑратни савӑнтарать. Ҫакӑ муниципалитет администрацийӗ тата бизнес паянхи кун тухса тӑнӑ шухӑшсене пӗр ҫӗре пуҫтарма пултарнине пӗлтерет. Ҫитес 6 ҫулта Комсомольски округӗнче пурӑнакан кашни ҫынна валли пахалӑх, хӑтлӑлӑх, хӑрушсӑрлӑх, ӑнӑҫлӑх кӳрекен кирлӗ социаллӑ инфраструктура туса хурӑпӑр. Унӑн вара пӗр чарӑнмасӑр ӗҫлемелле. Округ ял хуҫалӑхӗ енӗпе специализациленнине ӑнланатпӑр, анчах та ӳсен-тӑранпа ҫеҫ нумай малалла каяймӑн. Ҫавӑнпа та агропромышленноҫ комплексӗнчен уссине ытларах курас тесен продукцие тирпейлеме пуҫламалла. Ку вара ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем уҫма, ӗҫ укҫине ӳстерме, ҫӗнӗ ӳсӗмсем тума, Каҫал тӑрӑхне производствӑра ӗҫлекен специалистсене, тухтӑрсене, вӗрентекенсене илӗртме май парӗ».
Наталья Калашникова.

