Понедельник, 8 июня

Тӳперен тӑхлан тӑкнӑ

Тӑван ҫӗршыв ирӗкӗпе никама пӑхӑнманлӑхӗшӗн пынӑ хаяр вӑрҫӑ тӑватӑ ҫул кӗрленӗ. Тӗнче историйӗшӗн тӑватӑ ҫул пӗчӗк самант кӑна. Этемлӗх историйӗшӗн вара ҫак ҫулсем — нихӑҫан та асран тухман вӑхӑт, вӑрӑм-вӑрӑм ҫул ҫинче аякран курӑнса ларакан чикӗ юпи пекех.

Халиччен паллӑ пулман истори страницисем ҫулсеренех тупӑнаҫҫӗ, фашизм тискерлӗхне хирӗҫ паттӑррӑн ҫапӑҫнӑ ҫынсен ячӗсене халӑх астӑвӑмӗ упрать. Истори страницине кӗрсе юлнӑ паттӑр летчик ҫинчен архивран материалсем шыраса тупса статья хатӗрлетӗп.

Антон Иванович Анисимов (30.01.1923 ҫ. — 2001 ҫ.) Шурут ялӗнче ҫуралнӑ. 18 ҫулхи каччӑна 1941 ҫулхи апрель уйӑхӗнче Хӗрлӗ Ҫара илеҫҫӗ, виҫӗ уйӑхран вӑрҫӑ пуҫланать. ВЛКСМ ретӗнче 1938 ҫултанпах, летчик, кӗҫӗн лейтенант, авиаци бригадин 1-мӗш вӗренӳ тренировкинче пӗлӳ илет. 1943 ҫулхи декабрь уйӑхӗнче Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ ҫапӑҫӑвӗсене пӗрремӗш хут хутшӑнать. 2-мӗш Белорусси фронтӗнчи 312-мӗш штурмлакан авиаци полкӗ йышӗнче темиҫе хутчен те тӳпене вӗҫсе хӑпарнӑ, сывлӑшри ҫапӑҫусене хутшӑннӑ.

1944 ҫулхи сентябрӗн 4-мӗшӗнче Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑн  I степеньлӗ орденне пама хатӗрленӗ награда хучӗ куҫ умӗнче: «Белоруссие нимӗҫ захватчикӗсенчен ирӗке кӑларнӑ чухне Анисимов юлташ полк йы- шӗнче тӳрремӗнех ҫапӑҫӑва хутшӑнать. 1944 ҫулта июнӗн 23-мӗшӗнчен пуҫласа сентябрӗн 1-мӗшӗччен ИЛ-2 самолетпа 25 хут ӑнӑҫлӑ вӗҫевре пулнӑ. Ҫапӑҫу заданийӗнче шанчӑклӑн вӗҫет, строя тӗрӗс тытса пырать, зениткӑсене хирӗҫ кӗрешмелли маневрсемпе тӗрӗс усӑ курать, тӗллевсене пысӑк шайра тӗп тӑвать. Вӑл 2 танка, 8 автомашинӑна, 1 тягача, хирти артиллерин 4 орудине, 2 пулемет точкине, 13 лаша лавне, 50 нимӗҫ салтакӗпе офицерне тӗп тунӑ.

1944 ҫулхи июнӗн 26-мӗшӗнче ушкӑнпа пӗрле вӗҫнӗ чухне бомбӑсене кирлӗ ҫӗре пӑрахнӑ, боеприпассем тата тӗрлӗ таварсем тултарнӑ икӗ чукун ҫул эшелонне сирпӗтнӗ.

1944 ҫулхи июнӗн 29-мӗшӗнче Горка Небращино ҫывӑхӗнче 8 самолетран тӑракан ушкӑн танксем, автомашинӑсем, тӑшман салтакӗсем пуҫтарӑннӑ вырӑна бомбӑсем пӑрахнӑ, пулеметран пенӗ, боеприпассем турттаракан 20 автомашинӑна ҫунтарнӑ, 10 фашиста леш тӗнчене ӑсатнӑ.

1944 ҫулхи августӑн 3-мӗшӗнче Соколы районӗнче 6 самолетран тӑракан ушкӑн нимӗҫсен 4 «Фердинанд» самоходкине стройран кӑларнӑ.

1944 ҫулхи августӑн 24-мӗшӗнче Шепенково-Клечково тӑрӑхӗнче 8 ИЛ-2 самолетран тӑракан ушкӑн задание йӗркеллӗ пурнӑҫласа килнӗ чухне кӗҫӗн лейтенант Анисимов самолетне снаряд лекет, стройран тухать. Пӗтӗм вӑя хурса, хӑйӗн ҫапӑҫура пуҫтарнӑ опычӗпе усӑ курса, хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартса вӑл самолета аэродрома илсе ҫитернӗ».

Паттӑр летчике ҫак награда хучӗ тӑрӑх ҫӳлерех палӑртнӑ ордена мар, «Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр» орденне парса чыслаҫҫӗ.

1945 ҫулхи февралӗн 2-мӗшӗнче вӑл аманать, 2452 тата 5016 номерлӗ эвакуаци госпиталӗсенче сипленет, кайран ӑна тыла ӑсатаҫҫӗ. Ҫар службине 1945 ҫулхи июль уйӑхӗнче вӗҫлет.

Пирӗн ентеше Отечественнӑй вӑрҫӑн II степеньлӗ орденне (06.04.1985 ҫ.), «1941—1945 ҫулсенчи Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра Германие ҫӗнтернӗшӗн» медаль (09.05.1945 ҫ.) парса чысланӑ. 

Фашизма ҫӗнтерсе пирӗн аслӑ ӑру Тӑван ҫӗршыва, унӑн ирӗкӗпе малашлӑхне сыхласа хӑварнӑ. Паттӑрсене яланах асра тытар!

Цитата

Олег Николаев,

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ:

Хальхи вӑхӑтпа иртнине ҫыхӑнтарса ирттерекен мӗнпур мероприятие ҫулталӑк темипе пӗр килекен содержанипе йӗркелесе ирттерни питех те пӗлтерӗшлӗ тесе шутлатӑп.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнчи СССР халӑхӗсен пӗрлӗхне документсемпе ҫирӗплетсе паракан тӗнче шайӗнчи мероприятисене те йӗркелесе ирттерме палӑртнӑ.

Павел Зайцев.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *