Муниципаллӑ округри территори уйрӑмӗсенче ку эрнере граждансен пухӑвӗсем вӗҫленчӗҫ. Ял халӑхӗ вырӑнти начальниксен доклачӗсене итлесе сӳтсе яврӗ, малашнехи тӗллевсене палӑртрӗ. Пухусен ӗҫне округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин, унӑн ҫумӗсем, сывлӑх, вӗрентӳ, культура, РФ социаллӑ страхованин, шалти ӗҫсен министерствин «Комсомольский» уйрӑмӗн, пушар надзорӗн тата ытти уйрӑмсемпе ведомствӑсен ертӳҫисемпе специалисчӗсем хутшӑннӑ, ҫынсене ҫӗнӗлӗхсемпе паллаштарнӑ, ыйтусем ҫине хуравланӑ. Пӗтӗмӗшле илсен пухусем ӗҫлӗ лару-тӑрура иртнӗ, нумай ыйтӑва пӑхса тухнӑ.
Чи малтанах ялсенчи социаллӑ-демографиллӗ лару-тӑру ҫинче чарӑнса тӑнӑ. Шел пулин те, кӑтартусем савӑнтармаҫҫӗ. Республикӑри ытти ҫӗрти пекех пирӗн округра та ялсенче ҫураласлӑх пӗчӗк, мӑшӑрланакансем сахал. Пушӑ ҫуртсем хутшӑнса пыраҫҫӗ. Пирӗн округра Урмаел тата Тукай Мишер ялӗсенче ҫеҫ ҫуралакансем вилекенсенчен ытларах пулнӑ. Ялсенче ҫынсене пурӑнма, канма кирлӗ условисем туса пама тӑрӑшсан та ҫамрӑксем хушшинче тӑван тӑрӑха юлса тӗпленекенсем сахал.
Округра ялсен инфратытӑмне лайӑхлатас, тирпей-илемпе хӑтлӑх кӗртес енӗпе чылай ӗҫ тунӑ. Наци проекчӗсемпе социаллӑ-культурӑлла объектсенче юсав ӗҫӗсем ирттернӗ, пурлӑх никӗсне ҫирӗплетнӗ. Комсомольскинче «Хӑтлӑ хула хутлӑхӗ» патшалӑх программипе округ центрӗнчи лаптӑка хӑтлӑлатнӑ. Ялта пурӑнакансем пуҫаруллӑ бюджет укҫи-тенкипе анлӑн усӑ курнӑ. Вӗсемпе урамсенчи ҫулсене юсанӑ, масарсене тирпей-илем кӗртнӗ, палӑксене ҫӗнетнӗ, урамсенче ҫутӑ парассине йӗркеленӗ, шыв башнисене улӑштарнӑ… Пурнӑҫланӑ ӗҫсене пурне те асӑнса та пӗтерме ҫук. Анчах та ялсенче ӗҫлемелли татах та пур. Вӗсене пӗчӗккӗн халӑхпа пӗрле тӑрӑшсан татса пама пулнине палӑртнӑ. Кӑҫал та округри территори уйрӑмӗсенче пуҫаруллӑ проектсене чылай ӗҫе кӗртмелле.
Территори уйрӑмӗсенчи ялсенчи пухусем культура ҫурчӗсемпе клубсенче иртнӗ. Вӗсенче ял ҫыннисем ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан салтаксем валли маскировка сеткисем ҫыхассине йӗркеленӗ. Вӗсемсӗр пуҫне окоп ҫуртисем тӑвас, дронсенчен хӳтӗленмелли утиялсем ҫӗлес ӗҫсем те ҫулталӑк тӑршшӗпех пынӑ. Ҫавӑн пекех тумтир, апат-ҫимӗҫ, техника хатӗрӗсемпе оборудованисем, строительство материалӗсем пуҫтарса аякри ентешӗсем патне ӑсатнӑ.
Строительство, юсав ӗҫӗсем пынипе пӗрлех ялсенче пурӑнакансен пушӑ вӑхӑтне усӑллӑ ирттерес тесе те чылай ӗҫ тунӑ. Иртнӗ ҫула Раҫҫейре Ҫемье, Чӑваш Енре Ҫутҫанталӑкпа перекетлӗ усӑ курассин ҫулталӑкӗсене халалланӑччӗ. Ҫавӑнпа та мероприятисенчен чылайӑшне ялсенче те ҫавсен ячӗсемпе йӗркеленӗ. Яланхиллех субботниксем ирттернӗ, ҫӑлкуҫсене, кӳлӗсене тасатнӑ, нумай ҫул пӗр-пӗрне юратса пурӑнакан мӑшӑрсене чысланӑ.
Кӑҫал Раҫҫейре Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин, Чӑваш Республикинче Ҫӗнтерӳпе патриотлӑх ҫулталӑкӗ тесе палӑртнӑ. Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра ҫӗнтерӳ тунӑранпа та 80 ҫул ҫитет. Кашни пуху умӗнех влаҫ органӗсенче ӗҫлекенсем вӑрҫӑра пулнисене асӑнса лартнӑ палӑксем патне чечек ҫыххисем хунӑ. Округра Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ ветеранӗсемпе участникӗсем юлман. Тылра хастар ӗҫленӗ ҫынсене юбилей медалӗсем панӑ.
Пирӗн округра 54 ял. Вӗсем хушшинче пысӑккисем те, темиҫе ҫуртран тӑраканнисем те пур. Ялсем аталанасси патшалӑх пулӑшӑвӗпе пӗрлех вырӑнти пуҫарулӑхран та нумай килет. Ҫавӑнпа та халӑхӑн та хӑйсем пурӑнакан вырӑн таса та тирпейлӗ пултӑр тесе тӑрӑшмалла. Ҫак шухӑшсене палӑртрӗҫ пухусенче.
Юрий Гаврилов.