Ҫӗнӗ Шӑхран ялӗнче пурӑнакансем ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫланнӑранпах аякри ентешӗсене тӗрлӗ енлӗ пулӑшу пама тӑрӑшаҫҫӗ.
Ялта граждансен пухӑвӗ пулнӑ кун та ҫынсем маскировка сеткисем ҫыхаччӗҫ. Маларах ялти хӗрарӑмсем ҫӑм нускисем ярса панӑччӗ. Комсомольски территори уйрӑмӗн начальникӗ Ю.Н.Митюков иртнӗ ҫул пурнӑҫланӑ ӗҫсем, малашнехи тӗллевсем пирки каласа панӑ май ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшнӑшӑн ял халӑхне тав турӗ. Яла илемлетес, сӑн-сӑпатне хӑтлӑх кӗртес енӗпе пӗлтӗр тата ытти ҫулсенче чылай ӗҫ тунӑ. Вӗсене пурнӑҫлама пуҫаруллӑ бюджет укҫи-тенкипе анлӑн усӑ курнӑ. Кӑҫал та пурнӑҫламалли ӗҫсем чылай. Ялти клуба ҫутҫанталӑк газӗ кӗртмелле, масар ҫине каякан ҫула вак чул сарса хытармалла. Вут-кӑвар сиксе тухсан ӑна сӳнтерме пушар машинисене шыв илмелли вырӑн тумалла, электричество юписене улӑштармалла тата ытти те.
Пухура урӑх ыйтусене те сӳтсе яврӗҫ. Ял халӑхӗ малалла та ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшса пырӗ.
Людмила Тихонова,
ял старости.

