
Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунне халалласа Йӑлмахва ял библиотекинче «Пирӗн хӳтӗлевҫӗсем» патриот сехечӗ ирттертӗмӗр. Унта ҫарта пулнӑ ял ҫыннисене тата отпуска килнӗ ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан Герман Ефремова йыхравларӑмӑр.
Пуҫтарӑннисене ветерансен вырӑнти канашӗн председателӗ Нина Смирнова, ГСВГ ветеранӗсен районти канашӗн председателӗ Николай Смирнов уяв ячӗпе саламларӗҫ, пурне те ҫирӗп сывлӑх, чӑтӑмлӑх, мирлӗ тӳпе сунчӗҫ. Мероприятие килнисем вырӑс халӑхӗн ҫӗнтерӳллӗ ҫапӑҫӑвӗсене, ҫирӗп чун хавалне сӑнлакан истори страницисемпе паллашрӗҫ. Унта халапсенчи паттӑрсенчен пуҫласа Афганистан, Чечня ҫӗрӗсем ҫинче ҫапӑҫнӑ салтаксем таранах кӑтартса панӑ.
СВО участникӗ Герман Ефремов ҫапӑҫусенчи йывӑрлӑхсем, вӗсене мӗнле ҫӗнтерсе пыни ҫинчен каласа пачӗ, ҫавӑн пекех паянхи кун тӑшманпа кӗрешнӗ чухне ҫӗнӗ технологисемпе питӗ анлӑн усӑ курнине палӑртрӗ. Вӑл каласа панине пурте интересленсех итлерӗҫ, салтаксем мӗнле условисенче пурӑнни, вӗсене мӗнле хӗҫ-пӑшалпа тивӗҫтерни, ҫапӑҫусем мӗнле иртни пирки ыйтса пӗлчӗҫ. Герман Валериевич волонтерсен ӗҫӗ пысӑк пӗлтерӗшлине те палӑртса хӑварчӗ. Вӗсем тӑвакан маскировка сечӗсем, окоп ҫуртисем, пӗрле пуҫтарӑнса туянакан эмелсем, техника хатӗрӗсем хирти условисенче питӗ кирлине ҫирӗплетрӗ.
Палӑртса хӑварар% Г.Ефремов ятарлӑ ҫар операцийӗнчи тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ чухне хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Георгий Жуковӑн тата «За боевые отличия» медальсене тивӗҫнӗ. Ҫемйин, ял ҫыннисен унпа мухтанмалӑх пурах.
Мероприятире ҫӗршыва хӳтӗлесе пуҫӗсене хунисене аса илчӗҫ, ветерансене, запасри салтаксене тата паянхи кун хӗсметре тӑракансене тав турӗҫ. Нумай ҫул иртсен те мирлӗ тӳпешӗн пурнӑҫне шеллемен паттӑрсем яланах асра пулӗҫ.
Нумай пулмасть салтакран таврӑннӑ Андриян Яковлев служба ҫинчен каласа пачӗ, паянхи кун салтакӑн ӳт-пӳ енчен ҫирӗп пулни ҫеҫ ҫителӗксӗр, тарӑн пӗлӳллӗ, яланах вӗренме, аталанма хатӗр пулмаллине, йывӑр лару-тӑрура хӑвӑрт йышӑну тума пӗлмеллине палӑртрӗ. Ҫавӑн пекех службӑра пулнӑ вӑхӑтра «вӗри точкӑсене» лекнӗ «ӗнерхи» салтаксем те ҫар вӑхӑтне аса илсе пуҫтарӑннисене каласа пачӗҫ.
Тӗлпулура патриотла юрӑсемпе сӑвӑсем те янӑрарӗҫ. Мероприяти туслӑ та кӑмӑллӑ лару-тӑрура иртрӗ, унта кашниех хӑйне интереслентерекен ыйтӑва уҫӑмлатма, ҫар пурнӑҫӗпе тӗплӗнрех паллашма пултарчӗ.
Альбина Ефремова.