Мартӑн 1-мӗшӗнче, шӑматкун, Комсомольскинчи «Вознесения Господня» чиркӳ умӗнчи лапамра Ҫӑварни уявӗ пулать.
Вӑл ирхине 10 сехетре пуҫланать. Уяв программи анлӑ. Округри художество пултарулӑх коллективӗсем пуҫтарӑннисене хаваслӑ юрӑ-ташӑ парнелӗҫ, вӑй-хал енчен ҫирӗпписен хӑйсене спорт ӑмӑртӑвӗсенче, тӗрлӗ вӑйӑсенче тӗрӗслесе пӑхма май пулӗ. Кашниех ҫак кун ҫуллӑ икерчӗпе вӗри чей ӗҫсе Ҫӑварни уявне паллӑ тума пултарӗ. Пурне те халӑхпа пӗрле савӑнма уява чӗнеҫҫӗ.