Понедельник, 8 июня

Ҫемьесем сертификатсене тивӗҫнӗ

Телейлӗн ӗҫлесе пурӑнма, ача-пӑча ҫитӗнтерме кашни ҫемьенех хӑтлӑ кил-ҫурт  кирлӗ. Ҫак кунсенче муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин нумай ачаллӑ тата ҫамрӑк ҫемьесемпе тӗл пулнӑ. Ҫавна май вӑл пурнӑҫ условийӗсене хӑтлӑлатма тивӗҫлӗ мӑшӑрсене сертификатсем парса чысланӑ.

Евгений Семенов, пилӗк ача ашшӗ, пурӑнмалли ҫурт-йӗр сертификатне тивӗҫнӗ.  Светлана Константинова тата Екатеринӑпа Сергей Симаковсем пурӑнмалли ҫурт-йӗр туянма е ҫӗнӗрен ҫурт-йӗр хӑпартма  социаллӑ тӳлев свидетельствисене алла илнӗ.

«Ҫамрӑксем — пирӗн пуласлӑх, эпир сире ҫурт-йӗр туянас ӗҫре  пулӑшу кӳрсе сертификатсем парса чысларӑмӑр.  Сирӗн пурӑнмалли  ҫӗнӗ ҫурт е хваттер  телейпе хӑтлӑлӑх вырӑнӗ пулса тӑтӑр», — тесе пӗлтернӗ Николай Никандрович вӗсене саламласа.

(ХАМӐР ИНФ.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *