Иртнӗ эрнере Ульяновск хулинче 16-мӗш Чӗмпӗр йӗлтӗр марафонӗ иртнӗ. Унта Раҫҫейри 100 ытла спортсмен тупӑшнӑ.
Пирӗн округри йӗлтӗрҫӗсем те унта хутшӑннӑ, япӑх мар кӑтартусемпе палӑрнӑ. Хӑйсен ӳсӗм виҫисенче 50 километра чупса Николай Ятманов 1-мӗш, Зуфар Тимаев 2-мӗш вырӑнсем йышӑннӑ. Владимир Калашников дистанцие 4-мӗш, Иван Симендеев 6-мӗш кӑтартусемпе вӗҫленӗ. Пултаруллӑ спортсменсене малашне те ӑнӑҫу сунатпӑр.
(Хамӑр инф.).

