Турнир 27-мӗш хут иртнӗ

Турнир 27-мӗш хут иртнӗ

Хирти ,нелти «Гигант» стадионта Тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн пуҫӗсене хунӑ ентешӗсене асӑнса мини-футбол турнирӗ йӗркеленӗ.

Турнира уҫса округ пуҫлӑхӗн ҫумӗ Альберт Кузьмин, округри депутатсен Пухӑвӗн председателӗ Светлана Грачева, Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗн начальникӗ Валентина Салмина, «Шанчӑклӑ тыл» волонтер ушкӑнӗн ертӳҫи Владимир Воронов, СВО участникӗсем Юрий Абукинпа Евгений Кириллов, ҫапӑҫусенче пуҫӗсене хунӑ ентешсен тӑванӗсем тухса калаҫнӑ. Вӗсем спортсменсене  саламланӑ, турнира хутшӑнма вӑхӑт тупса килнишӗн тав тунӑ.

Геройсен портречӗсем умне чечексем хунӑ, окоп ҫуртисем ҫутнӑ. Владимир Воронов активлӑ волонтерсене Г.Прокопьева, А.Кольцова, Г.Нестеровӑна тата ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене сӑвапланӑ шевронсем панӑ. Турнира пуҫласа мечӗке пӗрремӗш хут тапма пуҫне хунӑ паттӑрӑн ашшӗне Александр Шатилова шаннӑ.

Кӑҫалхипе 27-мӗш хут иртекен турнира 8 команда хутшӑннӑ. Мероприятие йӗркелекенсем икӗ футбол уйӗ хатӗрленӗ, вӗсене ялавсемпе илемлетнӗ. 

Хӗрӳ тупӑшура «Гигант» команда тӗп кубока ҫӗнсе илнӗ. «Партизан» команда иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ, «Гигант-Майами» команда виҫҫӗмӗш пулнӑ. Ҫавӑн пекех чи лайӑх вылякансене те палӑртнӑ. «Чи лайӑх ҫамрӑк вылякан» ята Артем Нестеров, «Чи лайӑх тапӑнса вылякан» ята Григорий Кириллов, «Чи лайӑх хӳтӗлевҫӗ» ята Максим Филиппов, «Чи лайӑх хапхаҫӑ» ята Дмитрий Можаев, «Чи лайӑх вылякан» ята Владислав Галкин, «Чи лайӑх судья» ята Алексей Абуков тивӗҫнӗ. Мала тухнӑ командӑсене тата чи лайӑх вылякансене кубоксемпе, медальсемпе, грамотӑсемпе, парнесемпе чысланӑ. 

Спортсменсене тата куракансене валли вӗри чей хатӗрленӗ. Турнир вӗҫӗнче пурте пӗрле чашламапа сӑйланнӑ.

Наталья МЕДВЕДЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *