
Иртнӗ ҫул район хаҫатӗнче Йӑлмахва ялӗнче Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекенсен паркӗ уҫӑлни ҫинчен ҫырса пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Чӑнах та, ҫӳп-ҫапсене тасатнӑ, лартмасӑрах шӑтса тухнӑ йывӑҫсене кӑкланӑ хыҫҫӑн ҫак вырӑн ялта чи илемли пулса тӑни куҫ умӗнчех.
Февралӗн 23-мӗшӗнче ял халӑхӗ кӑҫал пӗрремӗш хут ҫак паркра пуҫтарӑнчӗ. Кӑҫалхи ҫул юр сахал ҫунӑ пирки палӑксем патне пыма ҫул уҫӑ. Чи малтанах ГСВГ ветеранӗсен районти канашӗн председателӗ Николай Смирнов (Йӑлмахва ялӗнче ҫуралнӑ) митинга уҫрӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра ҫакӑн пек парксем пирӗн районта татах та пуласса шаннине пытармарӗ. Вӗсен пӗлтерӗшӗ ҫамрӑк ӑрӑва воспитани парас ӗҫре питӗ пысӑк, мӗншӗн тесен вӗсем ҫамрӑксене Тӑван ҫӗршыва юратма, кирлӗ пулсан ӑна сыхлама вӗрентеҫҫӗ. Ҫак уява пуҫтарӑннисем хушшинче кӳршӗ ялтан килнисем те пулчӗҫ.
Митинг хыҫҫӑн Тӑван ҫӗршыва сыхлакансен палӑкӗсем патне чечексем хурса хисеп турӗҫ. Кунта ветеран-пограничниксем, авиаторсем, моряксем тата Германи ҫӗрӗ ҫинче тӗрлӗ ҫулсенче хӗсметре пулнисем пулчӗҫ. Ялти культура вучахӗн ертӳҫи Руфина Смирнова, библиотекарь Альбина Ефремова та мероприятие хутшӑнчӗҫ.
Ҫак кун шкулӑн асӑну палли патне те чечексем хучӗҫ. Йӑлмахвасем малашне ялта иртекен уявсене паркра уявлама килӗшсе татӑлчӗҫ.
Павел Зайцев,
авиаци ветеранӗ.