
Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн команди (ертӳҫи шкул директорӗн воспитани енӗпе ӗҫлекен советникӗ П.В.Родионов) «Пӗтӗм Раҫҫейри киберспорт шкул лиги — 2025» ӑмӑртӑвӑн регионти тапхӑрне хутшӑннӑ.
Вӗренекенсем 5 енпе тарӑн пӗлӳпе ӑсталӑх кӑтартса республикӑра 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Вӗсен малашне те ӑнӑҫу пултӑр.
Ҫак спорта аталантарас тӗлӗшпе асӑннӑ шкулта ҫине тӑрса ӗҫлеҫҫӗ.