Вӗсен ячӗсене манмалла мар

Паянхи кун ялта Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра юн тӑкнӑ ҫынсем юлмарӗҫ. Анчах та ветерансен ачисем пурӑнаҫҫӗ. Хирти Явӑш вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем нумаях пулмасть вӑрҫӑпа ӗҫ ветеранӗн И.С.Дмитриевӑн  хӗрне И.И.Орловӑна  тӗлпулӑва чӗнчӗҫ. Илья Семенович вӑрҫӑран аманса таврӑннӑ. Нумай ҫул «Дружба» колхозра хӑмла бригадине ертсе пынӑ. Хастар ӗҫшӗн чылай наградӑна тивӗҫнӗ. Ялта хисеплӗ ҫын пулнӑ. Мӑшӑрӗпе вӗсем 7 ача ҫуратса ӳстернӗ, тивӗҫлӗ воспитани парса пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ. Ираида Ильинична  ашшӗ ҫинчен тӗплӗн каласа пачӗ.

Хирти Выҫли каччине И.С.Дмитриева ҫара  1943 ҫулта 17  тултарнӑ-тултарманах илнӗ. Тӗреклӗ, ҫирӗп вӑй-халлӑ пулнӑ. Малтанах ӑна Владимир облаҫӗнчи Гороховец хулинчи училищӗне ҫар ӗҫне вӗренме янӑ. Унта 76 миллиметрлӑ зенитлӑ тупӑ наводчикӗсем хатӗрленӗ. Училище пӗтернӗ хыҫҫӑн вӑл 3-мӗш Белорусси фрончӗн 316-мӗш артиллери полкне лекет. «Вӑрҫӑра йывӑр пулнӑ  тени хӑй кӑна нимӗн те каламасть. Совет ҫыннисем ҫеҫ ҫавӑн пек вӑйлӑ тӑшмана ҫӗнтерме пултараҫҫӗ. Темӗнле лару-тӑрӑва лексен те унтан ҫӗнтерӳпе тухнӑ», — каласа панӑ Илья Семенович хӑйӗн асаилӗвӗнче. И.Дмитриев полкӗ Днепр юханшывӗ урлӑ каҫма приказ илет. Тӑшман пӗр вӗҫӗмсӗр персе тӑрсан та ҫапӑҫӑва хатӗрленме пуҫланӑ. Ҫӗрле вӑрттӑн сулӑсем тунӑ, вӗсемпе тупӑсене тепӗр ҫырана каҫарнӑ.  Унта мӗнле май килнӗ ҫапла пытанса ҫирӗпленсе ларнӑ. Кӗҫех тӑшман танкӗсем курӑннӑ, Илья Семенович вӗсем ҫирӗм ытла пулнине шутласа кӑларнӑ. Тан мар ҫапӑҫу пуҫланнӑ. Анчах та нимӗҫсем малалла каяйман. И.Дмитриев расчечӗ 3 танка персе лектернӗ. Тӑшман та зенитлӑ пушкӑсенчен вӑйлӑ пеме пуҫланӑ. Снарядсем ҫывӑхрах ӳксе ҫурӑлнӑ.  Ҫавӑн чухне Илья аманать. «Пит-куҫ ӗннӗччӗ, атӑ кунчинчен юн юхать, хама ҫӗрпе хупланӑ. Сурансем ыратнипе тӑна ҫухатнӑ. «Пӗр утӑм та каялла чакмалла мар» тесе командир кӑшкӑрнине илтрӗм, хускаласшӑн — кӗлетке итлемест, каллех тӑнсӑр выртнӑ», —  тенӗ вӑл асаилӗвӗнче.

Илья Семенович госпитальте тӑна кӗнӗ. Ӑна, вилнӗ пекех выртаканскере, санитарсем асӑрхаҫҫӗ. Вӑл сывланине кура  лазарета илсе ҫитереҫҫӗ.

Сывалса ҫитсен каллех строя тӑнӑ. Белорусси ҫӗрне ирӗке кӑларнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Сож, Березина юханшывӗсем урлӑ каҫнӑ. Ҫапӑҫусенчи паттӑрлӑхшӑн ӑна Мухтав орденӗн 3-мӗш степенӗпе, «Ҫапӑҫури паллӑ ӗҫсемшӗн» тата ытти медальсемпе наградӑланӑ. Мирлӗ ӗҫре те вӑл хастарлӑхпа палӑрса тӑнӑ. Хисеп грамотисемпе  Тав хучӗсене тивӗҫнӗ.

Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра пирӗн пуласлӑхшӑн ҫапӑҫнисене манса каймалла мар.

Наталия Павлова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *