Алла-аллӑн  пӗр сукмакпа

Тӑманлӑ Выҫли ялӗн халӑхра тепӗр ят та пур — Кирпӗчлӗ Выҫли. Ку ят ун ҫумне 1939 ҫулта кирпӗч кӑларакан завод хута кайнипе ҫыпҫӑннӑ ӗнтӗ. Килӗрен кайсан та кунта заводра пӗр кун та пулин ӗҫлесе курман ҫын сахал пуль.  Вӑрман ҫумӗнчи урамра пурӑнакан Самаркинсен пурнӑҫӗ вара унпа питӗ тачӑ ҫыхӑннӑ. Зинаида Гордеевнӑпа Валерий Анатольевич иккӗшӗ те унта чылай ҫул вӑй хунисӗр пуҫне завод вӗсен шӑпине те пӗр тӗвве ҫыхнӑ вырӑн пулса тӑнӑ.

Зинаидӑпа Валерий тӗрлӗ ялсенче пӗр ҫулта, пӗр уйӑхра ҫуралнӑ. Хӗр Тури Тимӗрчкассинчи Яковлевсен йышлӑ ҫемйинче февралӗн 23-мӗшӗнче кун ҫути курнӑ, ултӑ пӗртӑвантан чи асли. Валерий вара унран тӑватӑ кун маларах ҫут тӗнчене килнӗ, ун хыҫҫӑн — шӑллӗпе тӑватӑ йӑмӑкӗ.

1971 ҫулта, 8 класс пӗтерсенех, ашшӗ-амӑшне пулӑшас шутпа Зина Тӑманлӑ Выҫлири кирпӗч заводне ӗҫлеме вырнаҫнӑ. Коллективра пӗр ял хӗрӗсем вуниккӗн те пулнипе ҫамрӑка ӗҫе те, общежитинчи пурнӑҫа хӑнӑхма та йывӑр пулман. Ӗҫчен те ҫаврӑнӑҫуллӑ пике аллинче пур ӗҫ те вӗресе кӑна тӑнӑ: чӗрӗ кирпӗче кӑмакана хывмалла е унтан кӑлармалла-и, конвейер ҫине хумалла е ытти ҫӗрте пулӑшу кирлӗ-и — Зина пур ҫӗре те ӗлкӗрнӗ.

Уроксем хыҫҫӑн завода Тӑманлӑ Выҫли ачисем ӗҫлеме ҫӳренӗ. Шӑп ҫакӑнта пулса иртнӗ те хӗрпе каччӑ пӗвне кӗрсе пыракан Зинӑпа Валерин малтанхи тӗлпулӑвӗ. Ӗҫре паллашса пӗр-пӗрне килӗштернӗ яшпа пикен чӗрисене асамлӑ хӗлхем саптарнах вӑл, ачаш юрату туйӑмӗ ҫуратнӑ. Вӑтам пӗлӳ илсен каччӑ ниҫта та мар, кирпӗч заводне ӗҫлеме вырнаҫнӑ, ара, кунта чун туртмӑшӗ пулнӑ-ҫке. Ят тухсан Валерий Самаркин Чита облаҫӗнче ракетлӑ ҫарсенче икӗ ҫул службӑра тӑнӑ. Ҫуралнӑ кӗтесе таврӑнсан ӗнерхи салтака тӑван коллектив, юратнӑ хӗрӗ кӗтсе илнӗ.

— Валерине хӗрринчи сарайран ӑсатрӑмӑр, ҫавӑнтах кӗтсе илтӗмӗр тетчӗҫ хӗрсем, — аса илчӗ ҫав вӑхӑта Зинаида Гордеевна.

1977 ҫулта ҫамрӑксем ҫемье ҫавӑрнӑ. Ку туйра мӑшӑрӑн тӑванӗ-хурӑнташӗ кӑна мар, пӗрле ӗҫлекенсем те ташланӑ-юрланӑ, пӗр-пӗрне савакан икӗ чӗре пӗрлешнӗшӗн савӑннӑ. Хӗрпе ывӑл ҫуратса ӳстернӗ Самаркинсем, мӑшӑрлантарнӑ, кукаҫи-кукамай, асатте-асанне пулса тӑнӑ. Аленӑпа Алексей Турӑ пӳрнисене аякра шыраман, тӑван ялтах тупнӑ.  

Ҫур ӗмӗре яхӑн пӗр сукмакпа алла-аллӑн утать ялти хисеплӗ мӑшӑр. Ҫак хушӑра ҫирӗп хуҫалӑх ҫавӑрнӑ% ҫуртне те лартнӑ, йывӑҫне те пайтах ӳстернӗ. Ял-йыш ҫинчи ырӑ ята, чыс-сума вӗсем хӑйсен ӗҫченлӗхӗпе, хастарлӑхӗпе, ырӑ та уҫӑ кӑмӑлӗпе, сӑпайлӑхӗпе тивӗҫнӗ. Ҫемье пуҫӗ ҫӑварне пирус хыпмасть, эрех-сӑрапа иртӗнмест. Кил хуҫи арӑмӗн ӗҫченлӗхӗ вара пӳрт-ҫурт тирпейлӗхӗнчен тӳрех курӑнать. Пур япала та хӑйӗн вырӑнӗнче. Пӳлӗмсенче ӑҫта пӑхнӑ унта — тӗрлӗ чечек. Дивансемпе креслӑсене, вырӑн таврашне ҫыхнӑ пӗчӗк минтерсем, стенасене хӑй аллипе тӗрленӗ тӗрӗсемпе кавирсем илемлетеҫҫӗ. Апат-ҫимӗҫе тутлӑ пӗҫерме те ӑста Зина аппа.

Тӑманлӑ Выҫли кирпӗч заводӗнче профком председателӗ пулнӑ, экономистра нумай ҫул тӑрӑшнӑ Раиса Потапован сӑмахӗсем те ҫавнах ҫирӗплетеҫҫӗ.

— Иккӗшӗ те харсӑр, питӗ маттур ҫынсем, мӗне пуҫӑнсан та ӗҫе тӗплӗ тӑваҫҫӗ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 70—90-мӗш ҫулӗсенче завод патшалӑх панӑ планпа ӗҫленӗ. Ӑна вӑхӑтра пурнӑҫлас тесе рабочисем канӑҫ курман, хӗлӗпех кӑмака сӳнтермесӗр кирпӗч хӗртни-типӗтнисем те пулнӑ. Самаркинсем ҫывӑрма та пӗлмен пуль, ӗҫе чи малтан ҫитетчӗҫ, ыттисем килнӗ ҫӗре конвейера ӗҫлеттерсе яратчӗҫ. Икӗ бригадӑччӗ заводра, пӗринче Зина Самаркина, тепринче Оля Прокопьева рабочисене хавхалантарса тӑратчӗҫ. Кун ирттӗр те смена пӗттӗр тесе мар, производство калӑпӑшӗ ӳстӗр тесе тӑрӑшатчӗҫ Самаркинсем. Иккӗшӗн те Хисеп грамотисем пур, Зинаида Гордеевнӑна вара Нечерноземагропромстройӑн «Хисеплӗ строитель» паллипе наградӑларӗҫ. Ӗҫре те малтаччӗ, килти хуҫалӑха та нихӑҫан япӑхтарса вырттарман вӗсем, ачисем те тирпейлӗ ҫӳренӗ. Ҫав вӑхӑтрах концертсене хутшӑнма та, алӗҫ тума та вӑхӑт тупнӑ вӗт-ха, ҫамрӑклӑх ҫунатлӑ тесе ахальтен каламан ӗнтӗ, — терӗ Раиса Николаевна ӗҫтешӗсенчен тӗлӗнсе пӗтереймесӗр. Чӑнах та, ҫак килӗшӳллӗ те ӗҫчен мӑшӑртан тӗслӗх илмелли ҫеҫ юлать, «Ӗҫ ҫӗклет, ӳркев ӳкерет» текен каларӑша та хушса хурас килет.

Зинаида Гордеевна тивӗҫлӗ канура. Унӑн ӗҫ кӗнекинчи стаж пӗтӗмпех пӗр предприятире — Тӑманлӑ Выҫли кирпӗч заводӗнче — пуҫтарӑннӑ. Валерий Анатольевич  та заводра чылай ҫул вӑй хунӑ: слесарьте, экскаваторщикре, мастерта… «Пайгас» ял хуҫалӑх кооперативӗнче нумай ҫул  тӑрӑшнӑ. Килти хуҫалӑхра выльӑх-чӗрлӗх йышлӑ тытаҫҫӗ, пахча ҫимӗҫ лартса ӳстереҫҫӗ. Ывӑлӗпе хӗрӗ ура ҫине ҫирӗп тӑнӑ пулсан та, «Вӑй-хал ҫитнӗ чухне ачасене пулӑшас килет-ҫке», — теҫҫӗ. Ачисем вара аслисене юратупа тавӑраҫҫӗ. Вӗсене 10 мӑнукӗ савӑнтарать.

Самаркинсемшӗн ку ҫул уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ: Зинаида Гордеевнӑпа Валерий Анатольевич 70 ҫулхи юбилейӗсене паллӑ турӗҫ.

Любовь ШУРЯШКИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *