Аталанса, хитреленсе пыраҫҫӗ тесе ҫирӗплетсех калама пулать Урмаел территори уйрӑмне кӗрекен ялсем пирки. Кунта ҫӗнӗ ҫуртсем ҫӗкленеҫҫӗ, урамсенче хуралтӑсем хутшӑнсах пыраҫҫӗ. Унта пурӑнакансем ялах юлма тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫакна демографи кӑтартӑвӗсем те ҫирӗплетеҫҫӗ.
Кӑҫалхи январӗн 1-мӗшӗ тӗлне Тукай Мишер тата Урмаел ялӗсенче 1380 хуҫалӑх шутланса тӑрать. Вӗсенче 5185 ҫын пурӑнать. Иртнӗ ҫул 54 ача кун ҫутине килнӗ, 44 ҫын вилнӗ. 17 мӑшӑр ҫемье ҫавӑрнӑ.
Пысӑк ялсенче татса памалли ыйтусем те нумайрах. Социаллӑ-культурӑллӑ объектсен ӗҫӗ-хӗлӗ, ҫул-йӗр, шывпа тивӗҫтересси тата ытти те хумхантарать ял халӑхне, ҫавӑн пекех администрацине те. Урмаел территори уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ А.Г.Ямалетдинов хӑйӗн отчетӗнче пӗлтӗр пурнӑҫланӑ ӗҫсем пирки тӗплӗн чарӑнса тӑнӑ. Кунти специалистсем ялсенчи халӑхпа тӑтӑшах тӗл пулма тӑрӑшнӑ, ҫулталӑк тӑршшӗнче 2410 справка панӑ.
Ялсен урамӗсенчи ҫулсене юсас енӗпе тӗрлӗ бюджетсен укҫи-тенкипе усӑ курса тата халӑх тӑрӑшнипе пурӗ 9 миллион тенкӗлӗх ӗҫ пурнӑҫланӑ. Икӗ скважинӑна тасатса унта шыв уҫлакан башньӑсем вырнаҫтарнӑ. Кӑҫал та кунта пуҫаруллӑ проектсем хатӗрленӗ. Малалла та ҫулсене пӑхса тӑрса юсама палӑртнӑ. Урмаелӗнче вӑрҫӑра вилнисене асӑнса лартнӑ палӑка юсамалла, масара тирпей-илем кӗртмелле. Тукай Мишер ялӗнчи кӳлле тасатмалла.
Пухура округ пуҫлӑхӗн ҫумӗ, ял хуҫалӑх, экономика, пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен пайӗн начальникӗ Ф.Ф. Зейнетдинов, округри обществӑлла палата председателӗ К.С.Мифтахутдинов, медицина, право йӗркине сыхлакан органсенче ӗҫлекенсем хутшӑнса ял ҫыннисем умӗнче тухса калаҫнӑ, вӗсен ыйтӑвӗсем ҫине хуравланӑ. Округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин ку тӑрӑхра пултаруллӑ ҫынсем пурӑннине палӑртнӑ. Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра пулнисене асӑнса лартнӑ палӑк умне чечек хунӑ. Тыл ӗҫченне М.А.Газаева «1941—1945 ҫулсенчи Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул» медаль парса чысланӑ, тав сӑмахӗ каланӑ.
Пухура хускатнӑ ыйтусене пурне те шута илнӗ.
Алсу Арифуллина.

