Понедельник, 28 апреля

Юрӑ-кӗвӗ тӗнчине парӑннӑ ҫын

Пирӗн тӑрӑхран пултаруллӑ ҫынсем чылайӑн тухнӑ. Вӗсенчен пӗри — Аркадий Васильевич Чернов музыкант. Вӑл Аслӑ Ҫӗрпӳел ялӗнче 1935 ҫулта ҫуралнӑ. Пӗтӗм пурнӑҫ тӑршшӗпе республикӑра музыка искусствине аталантарас тесе тӑрӑшнӑ.

Ялти шкултан вӗренсе тухсан мӗн пӗчӗкренех юрӑ-кӗвӗне юратса ӳснӗ Аркадий Шупашкарти Ф.П.Павлов ячӗллӗ музыка училищине вӗренме кӗнӗ. Унӑн ачалӑхӗ хаяр вӑрҫӑ ҫулӗсене тата ун хыҫҫӑнхи кӑткӑс вӑхӑта лекнӗ. Ҫавӑнпа та вӑл ҫамрӑклах нуши-тертне нумай курнӑ. Музыкӑна чунтан юратни ӑна хавхалантарса, вӑй парса пынӑ. Хуткупӑспа выляма та хӑй тӗллӗнех вӗреннӗ. Училищӗре пӗлӳ илнӗ вӑхӑтра вӑл инкеке лекет. Киле килме Канаш пуйӑсӗ ҫине васканӑ ҫамрӑк.  Анчах та вакун пусми ҫинчен ури шуса каять те Аркадий пуйӑс айне лекет. 14 ҫулхи ҫамрӑкӑн ура лапписене татаҫҫӗ. Вӑл вӑхӑтри протезсемпе костыльпе пулсан та ҫӳреме йывӑр пулнӑ. Апла пулсан та пултаруллӑ каччӑ пуҫ усмасть. Училищӗре ӑнӑҫлӑ вӗренсе пӗтерет. Ун хыҫҫӑн районти культура ҫуртӗнче пӗр вӑхӑт ӗҫлет, Канашри педагогика училищинче вӗрентет. Хӑй те пӗлӗвне ӳстерсех пырать. Вӑл куҫӑмсӑр майпа Мускаври Гнесинсен ячӗллӗ педагогикӑпа музыка институтне вӗренсе пӗтерет. Чулхулари М.Глинка ячӗллӗ консерваторире вӗренет.

Аркадий Васильевич И.Я.Яковлев ячӗллӗ педагогика институтӗнче музыкӑпа педагогика факультетне уҫас тесе нумай тӑрӑшать. Ялти шкулсене ачасене тарӑнрах музыка пӗлӗвӗ пама пултаракан кадрсем кирлӗ пулнине чӗрипе туять. Кӗҫех унӑн ӗмӗчӗ пурнӑҫланать. Асӑннӑ институтра ун пек факультет уҫаҫҫӗ. Аркадий Васильевича декан пулма шанаҫҫӗ. Пуҫласа яма нихӑҫан та ҫӑмӑл мар. А.Чернов ҫине тӑрсах ӗҫе тытӑнать. Студентсене тарӑн пӗлӳ илме пур майсем те туса парас тесе тӑрӑшать. Хӑй те баян тата аккордеон класӗсене ертсе пырать. Каярахпа концертмейстрсен тата оркестр класӗсем те уҫӑлаҫҫӗ. Вӗсене те вӑлах ертсе пырать. Музыка учителӗсен пӗрремӗш ушкӑнӗ вӗренсе тухсан мӗн тери савӑнать. Студентсене вӗрентнипе пӗрлех вӑл вӗсем валли вӗренӳ пособийӗсемпе хрестоматисем хатӗрлет. Ҫавӑн пекех музыка искусствипе ҫыхӑннӑ 30 яхӑн наука ӗҫӗ ҫырать.

 Пултарулӑхӗпе хастарлӑхӗшӗн, республикӑра музыка искусствине аталантарас енӗпе нумай ӗҫ тунӑшӑн А.Чернова 1980 ҫулта «ЧАССР культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ», 1995 ҫулта «РФ тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ» хисеплӗ ятсем параҫҫӗ. Вӑл — Педагогика пӗлӗвӗсен пӗтӗм тӗнчери академийӗн член-корреспонденчӗ.

Аркадий Чернов профессора «Ӗҫри хастарлӑхшӑн» тата ытти медальсемпе, «Халӑха вӗрентес ӗҫ отличникӗ» паллӑпа, Хисеп грамотисемпе наградӑланӑ.

Шел пулин те, А.В.Черновӑн чӗри 2018 ҫулта ӗмӗрлӗхех тапма чарӑннӑ.

Аркадий Васильевичпа пӗрле ӗҫленисем, унӑн нумай-нумай вӗренекенӗ хӑйсен юратнӑ юлташне, вӗрентекенне манмаҫҫӗ. Нумаях пулмасть И.Я.Яковлев ячӗллӗ университетра паллӑ музыка ӗҫченӗ ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине асӑнса пысӑк концерт иртнӗ. Унта Черновӑн вӗренекенӗсем, студентсем, «Уяв» ансамбль куракансене хаваслӑ юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ. Ю.Кудаков композитор тата тухса калаҫакан ытти ҫынсем Аркадий Васильевич республикӑра музыка искусствине аталантарас енӗпе сулмаклӑ ӗҫсем тунине палӑртнӑ.

А.Чернов мӑшӑрӗпе Анфиса Емельяновнӑпа пӗр ывӑлпа хӗр пӑхса ҫитӗнтернӗ, вӗсене тивӗҫлӗ воспитани парса пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ. Концертра  ывӑлӗ, Курчатов ячӗллӗ наукӑпа тӗпчев институчӗн аслӑ сотрудникӗ, гитара каласа хӑй ҫырса кӗвӗленӗ юрра шӑрантарнӑ.

Аслӑ Ҫӗрпӳелӗнче унӑн йӑмӑкӗ З.В. Емельянова пурӑнать. Вӑл та ӗмӗрӗпех педагогика ӗҫӗнче тӑрӑшнӑ. «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ.

Педагогика университечӗн иккӗмӗш хутӗнче А.В.Черновӑн пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлне кӑтартса паракан выставка ӗҫленӗ.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *