Пятница, 14 августа

Хӑрушсӑрлӑх чи малта пулмалла

Хӑрушсӑрлӑх чи малта пулмалла

Паянхи кун электрон ресурссем урлӑ тӗнчере мӗн пуррине ҫӗнӗлле, интереслӗ мелсемпе пӗлме пулать. Интернетпа кирлӗ пек ӗҫлени тарӑн пӗлӳ илме, аталанма пулӑшать. Ачасем унпа усӑ курнӑ чухне хӑрушлӑха ан лекчӗр тесен вӗсене мӗн пӗчӗкрен компьютерти ултавҫӑсенчен сыхланма вӗрентмелле.

 «Интернет: интереслӗ, усӑллӑ…» республика акцийӗпе килӗшӳллӗн Шурут ял библиотекарӗ ялти шкулта 3-мӗш класра вӗренекенсемпе интерактивлӑ викторина ирттернӗ. Унӑн тӗллевӗ —ачасене киберхӑрушлӑхсем ҫинчен каласа парасси, вӗсенчен хӳтӗленме вӗрентесси.

Викторина вӑхӑтӗнче шкул ачисем тӗнче тетелӗнче харпӑр хӑй информацине хӳтӗлесси, хӑрушлӑхсӑр парольсем тӑвасси, социаллӑ сетьсенче хутшӑнмалли правилӑсем ҫинчен ыйтусене хуравланӑ. Ҫавӑн пекех онлайн-ултавҫӑсенчен мӗнле хӳтӗленмелли пирки те калаҫнӑ.

Вӗренекенсем кашни ыйтӑва тӗплӗн сӳтсе явнӑ, хӑйсен опычӗпе паллаштарнӑ. Тӗлпулу кашниншӗн питӗ усӑллӑ иртнӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *