
Февралӗн 19-мӗшӗнче округра Пӗрлехи информаци кунӗ иртнӗ. Унта ЧР физкультурӑпа спорт министрӗ Василий Петров, округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, округри депутатсен Пухӑвӗн председателӗ Светлана Грачева тата ыттисем те хутшӑннӑ. Ҫак кун Нӗркеҫ ялӗнче граждансен пухӑвӗ пулнӑ май информушкӑн членӗсем унта ҫитсе халӑхпа тӗл пулнӑ, ял ҫыннисене пӑшӑрхантаракан ыйтусене сӳтсе явнӑ.
Информаци кунӗн тӗп темисем ҫаксем пулнӑ% ЧР Пуҫлӑхӗ Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырӑвӑн тӗп саманчӗсем, республикӑра Ҫӗнтерӳпе патриотизм ҫулталӑкне халалланӑ мероприятисем ирттересси, вырӑнти хӑйтытӑмлӑх ӗҫӗн пӗтӗмлетӗвӗ.
Пӗрремӗш ыйту тавра калаҫнӑ май округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин республика ертӳҫи хӑйӗн Ҫырӑвӗнче паянхи пурнӑҫӑн пур енне те тӗплӗн ҫутатни, тӗллевсене тарӑннӑн шухӑшласа палӑртни ҫинчен каланӑ. Ертсе пыракан органсем чи малтанах халӑх пурнӑҫне лайӑхлатас тесе тӗрлӗ ӗҫ пурнӑҫланине ҫирӗплетнӗ. Вӗсем ӑнӑҫлӑ пулччӑр тесен халӑхпа килӗштерсе ӗҫлени кирлӗ.
Кӑҫал Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнӗ май ку тема ҫулталӑкӗпех тӗп вырӑнта пулӗ. Чӑваш Енрен 208 пин ытла ҫын фронта тухса кайнӑ, вӗсенчен 106 пинӗшӗ килне таврӑнайман. Комсомольски районӗнчен 7232 ҫын алла пӑшал тытса Тӑван ҫӗршыва хӳтӗленӗ, ҫав шутран 2162-шне вӑрҫӑ хирӗнчен таврӑнма шӑпа пӳрмен. Чӑваш Енри 65 ҫынна уйрӑмах пысӑк паттӑрлӑхпа хӑюлӑх кӑтартнӑшӑн Совет Союзӗн Геройӗ ята панӑ, пирӗн районта ҫакӑн пеккисем 5-ӗн.
Округри кашни ялтах вӑрҫӑра пуҫӗсене хунӑ ентешсене асӑнса лартнӑ палӑксем пур. Вӗсене ял ҫыннисем сӑнасах тӑраҫҫӗ, тирпей-илем кӗртеҫҫӗ, ҫӗнетеҫҫӗ. Кӑҫалхи ҫул пуҫаруллӑ бюджет программи пулӑшнипе Эткер, Урмаел, Хырай Ӗнел, Ҫӗнӗ Мӑрат, Кайнлӑк ялӗсенчи палӑксене ҫӗнетсе тирпей-илем кӗртессине плана кӗртнӗ. Ытти ялсенчи палӑксем те юлашки ҫулсенче чылай хитреленчӗҫ.
Ҫӗнтерӗве ҫывхартассине фронтри салтаксем ҫеҫ мар, тыл ӗҫченӗсем те пысӑк тӳпе хывнӑ. Информкунра тылра ырми-канми тӑрӑшнӑ Александра Ефремовӑна, Валентина Мироновӑна, Елизавета Прохоровӑна тата Лариса Петуховӑна «1941—1945 ҫулсенчи Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул» медальсемпе чысланӑ.
Мероприятире Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗн пӗлтӗрхи ӗҫ-хӗлне те пӗтӗмлетнӗ. Туса ирттернӗ ӗҫсене халӑхпа пӗрле сӳтсе явни малашне татса памалли ҫивӗч ыйтусене уҫӑмлатма пулӑшнӑ.
Наталья Калашникова.