Воскресенье, 19 июля

Сивлесе калаҫрӗҫ

Сивлесе калаҫрӗҫ

Нумаях пулмасть Аслӑ Чурачӑк ял библиотекинче вӑтам шкулта кӗҫӗн классенче вӗренекенсемпе «Терроризм — пурнӑҫшӑн хӑрушӑ» ятпа класс сехечӗ ирттертӗмӗр.

Унта терроризм ӑнлав мӗне пӗлтерни, унӑн хӑрушлӑхӗ пирки калаҫу пулчӗ. Юлашки ҫулсенче тӗнчере пулса иртнӗ терроризмла актсене аса илтӗмӗр. Ачасем вӗсене сивленине палӑртрӗҫ. Обществӑлла вырӑнта шанчӑксӑр курӑнакан япаласене асӑрхасан, енчен те хӑрушлӑх тухса тӑрсан  хӑйсене мӗнле тытмалли пирки те пӗлчӗҫ. Юлашкинчен вӗренекенсене терроризм темипе памяткӑсем патӑмӑр.

Оксана Лукиянова,

 библиотекарь.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *