Пӗтӗм тӗнчери кӗнеке парнелемелли куна пирӗн округра пурӑнакансем хастар хутшӑннӑ. Вӗсем библиотекӑсене килӗсенче упранакан тӗрлӗ тематикӑлла кӗнекесем нумай парнеленӗ. Ыркӑмӑллӑх акцине муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин та хутшӑннӑ. Комсомольскинчи этнобиблиотекӑна кӗнекесем илсе килнӗ.
«Ҫак акцие хутшӑнса ырӑ ӗҫ тунӑ ҫынсене пурне те тав сӑмахӗ калатӑп. Эсир кӗнекесемпе туслӑ пулни, вӗсене ыттисем те вулаччӑр тесе библиотекӑсене парнелени чыс кӳрет», — тенӗ централизациленӗ библиотека директорӗ Инна Ядрова.
(Хамӑр инф.).