Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра ҫапӑҫнӑ салтаксем пирки вӗсен тӑванӗсене каласа пама ыйтнӑччӗ. Ҫак кунсенче Комсомольскинче пурӑнакан Н.А.Богатырева хӑйӗн ашшӗ, А.И.Волков ҫинчен материалсем илсе килчӗ. Ку номерте ун пирки каласа парӑпӑр.
Ҫӗршывӑн Ҫурҫӗр чиккисене хӳтӗленӗ
Алексей Иванович Волков Йӑлмахва ялӗнче 1918 ҫулта ҫуралнӑ. Ялти пуҫламӑш шкула питӗ лайӑх паллӑсемпе вӗренсе пӗтернӗ. Ҫамрӑк малалла вӗренме ӑнтӑлнӑ. Патӑрьелӗнчи педагогика училищине ҫул тытать, учитель пулма ӗмӗтленет. Анчах та тӗрлӗ сӑлтавсене пула унта вӗренме май килмест унӑн. 1937—1938 ҫулсенче ветфельдшерсен курсне пӗтерсе «Дубрава» колхозра ӗҫлеме пуҫлать.
1939 ҫулта ӑна Хӗрлӗ ҫара илеҫҫӗ. Вӑл Мурманск хулинче нумаях пулмасть йӗркеленӗ туҫи стрелокӗсен 217-мӗш полкне лекет, телефонист специальноҫне алла илет. Кунта службӑра тӑнӑ чухне кӗркунне Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи пуҫланнине пӗлет. Вӗсен полкне «Ока» тата «Турксиб» пӑрахутсемпе Рыбацкий ҫурутравне, Финлянди енчи чикке сыхлама илсе килеҫҫӗ. Вӑл вӑхӑтра йӗпе-сапаллӑ, ӑмӑр ҫанталӑк тӑнӑ. Вӗсене хӗллехи тумтир паман-ха. Ҫитменнине кунта нимӗнле хуралтӑ та пулман. Салтаксем ҫӗр чавса выртмалӑх шӑтӑксем тунӑ, плащ-палаткӑсемпе хупланса урмӑш ҫанталӑкран сыхланнӑ. Октябрь уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче «Кама» пӑрахут апат-ҫимӗҫ, ӑшӑ тум-тир, стройматериалсем илсе килнӗ. Ноябрь варринче кунта хӗл ларнӑ, Ҫурҫӗр каҫӗсем пуҫланнӑ, лару-тӑру татах та йывӑрланнӑ.
1939 ҫулхи ноябрӗн 26-мӗшӗнче финсем пӗлтермесӗрех пирӗн ҫӗршыв енне артиллерирен пеме тытӑннӑ, вӑрҫӑ пуҫланӑ. А.Волков службӑра тӑракан полк та ытти ҫар чаҫӗсемпе пӗрле Баренц тинӗсӗн хӗрринчи ҫыранра ҫирӗпленсе ларнӑ. 1940 ҫулхи мартӑн 12-мӗшӗнче ку вӑрҫӑ чарӑннӑ. Ун хыҫҫӑн Алексей Волков Кандалакша поселокӗ ҫывӑхне вӑрман варрине лекет. Кунта та казармӑсем тата ытти хуралтӑсем тума тивет.
Ҫак ҫулхи сентябрь уйӑхӗнче чӑваш ачине юнашарти 135-мӗш стрелковӑй полка куҫараҫҫӗ. Кунта вӑл Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ пуҫланичченех пулать. Вӗсен полкне 1941 ҫулхи июнӗн 22-мӗшӗнче Муста-Тунтури ту хырҫи патне илсе пыраҫҫӗ, салтаксем окопсем чавса ҫирӗпленсе лараҫҫӗ. Вӑрҫӑ пуҫланнӑ ҫул Алексей 23-ре пулнӑ.
Июнӗн 29-мӗшӗнче нимӗҫсен малти чаҫӗсем атакӑлама пуҫлаҫҫӗ, чылай сиен курнӑ хыҫҫӑн каялла чакаҫҫӗ. Тепӗр кунхине татах та пысӑкрах вӑйпа Волковсен полкӗ тӑракан вырӑна тапӑнаҫҫӗ. Ку 1944 ҫулхи октябрь уйӑхӗчченех, тӑватӑ ҫула яхӑн тӑсӑлать. Совет пехотинецӗсен паттӑрлӑхне пула тӑшман Средний тата Рыбацкий утравсем ҫине лекеймест.
А.Волков полкра малтан телефон станцийӗн начальникӗ пулать. 1942 ҫулхи кӗркунне 135-мӗш стрелковӑй полк никӗсӗ ҫинче Ҫурҫӗр флочӗн тинӗс пехотин 244-мӗш тинӗс-ҫар бригади йӗркеленӗ. Алексей Иванович унта 1943 ҫулхи ҫуркуннеччен аслӑ электрик пулса ҫапӑҫать. Вӗсем ҫӗршывӑн ҫурҫӗр чиккисене сыхлаҫҫӗ.
Малалла чӑваш каччине сывлӑшри ишев (воздухоплавательный) дивизине куҫараҫҫӗ. Унта водород уҫласа тултарнӑ аэростатсене пӗлӗте ҫӗкленӗ. Вӗсем промышленноҫ хулисене тата стратегиллӗ объектсене сыхланӑ. Аэростатсем автоматикӑлла хӳтӗлев япалисем тата минӑсем кӑкарнӑ троссене 4—5 километр ҫӳллӗшне ҫити ҫӗклесе хӑпартнӑ. Ку тӑшман самолечӗсене хуласем патне ҫывхарма чӑрмантарнӑ. Алексей аэростата ҫӗклес тата антарас енӗпе моторист пулнӑ.
Вӑрҫӑ вӗҫленсе пынӑ. Совет ҫарӗ тӑшмана хӑйӗн территорийӗнче ҫӗмӗрнӗ. Анчах та Ҫывӑх Хӗвелтухӑҫӗнче тепӗр хӑрушлӑх тухса тӑнӑ. Япони вӑрҫа хатӗрленнӗ. Совет командованийӗ унти фронта вӑйлатас тесе техникӑна тата салтаксене куҫарнӑ. А.Волков Владивостокри аэростат хӳтӗлевӗн 72-мӗш бригадине лекет. Аэростатсем яппунсем тытса пыракан, взрывчаткӑсем тултарнӑ хӑйсене хӑйсем вӗлерме хатӗр самолетсене тӗллев патне ҫитме паман, сывлӑшрах сирпӗнсе кайма пулӑшнӑ.
Алексей Волков 1946 ҫулчченех ҫарта пулнӑ. 1939 ҫулта тӑван ялтан тухса кайнӑ хыҫҫӑн 7 ҫултан анчах каялла ҫаврӑнса ҫитнӗ. Ӑна «За оборону Заполярья», «За победу над Германией», «За победу над Японией» медальсемпе наградӑланӑ.
Тӑван тӑрӑха таврӑнсан Алексей Иванович юхӑннӑ хуҫалӑха ҫӗклес тесе тӑрӑшма пуҫланӑ. 1946—1949 ҫулсенче ветфельдшерта тӑрӑшнӑ. 1949—1959 ҫулсенче «Дубрава», Берий, Ворошилов ячӗллӗ колхозсен председателӗнче ӗҫленӗ. Ун хыҫҫӑн 1967 ҫулччен Кайнлӑк ял Совечӗн председателӗнче тӑрӑшнӑ. Ӑна ял ҫыннисем хисепленӗ, темиҫе хутчен те депутата суйланӑ. Хастар ӗҫшӗн ӑна Хисеп Палли орденпа, медальсемпе, паллӑсемпе, Хисеп грамотисемпе наградӑланӑ.
1946 ҫулта вӑл ҫемье ҫавӑрнӑ. Мӑшӑрӗпе 3 ывӑлпа 2 хӗр пӑхса ҫитӗнтернӗ. Ачисем, мӑнукӗсем унпа мухтанаҫҫӗ, асра тытаҫҫӗ.
Юрий Гаврилов.

