Пятница, 14 августа

Ашшӗ-амӑшӗ экзамен тытнӑ

Пӗтӗм Раҫҫейри «Сдаем вместе. День сдачи ЕГЭ родителями» акци кӑҫал февралӗн 19-мӗшӗнче иртнӗ. Унта Комсомольски пӗрремӗш тата иккӗмӗш вӑтам шкулӗсем те хутшӑннӑ.

Ку мероприяти кӑҫал шкул пӗтерекен вӗренекенсен ашшӗ-амӑшне тата  шкул ачи пулса хӑйсен пӗлӗвне тӗрӗслесе пӑхас текен ҫынсене Пӗрлехи патшалӑх экзаменӗсен йӗркипе тата вӗсем мӗнле иртнипе паллашма май панӑ. Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкула экзамен тытма килнисем математика предмечӗпе пӗлӗвне кӑтартнӑ. Унта 11 ҫын хутшӑннӑ, вӗсем Пӗрлехи патшалӑх экзаменӗн яваплӑхне хӑйсем ҫинче туйса курнине палӑртнӑ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *