Воскресенье, 8 марта

600 ытла ҫын йӗлтӗр ҫине тӑнӑ

Спорта юратакансем кашни ҫулах «Раҫҫей йӗлтӗр йӗрӗ» ӑмӑртӑва чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ. Унта пӗчӗккисенчен пуҫласа аслӑ ҫултисем таранах йӗлтӗр ҫине тӑраҫҫӗ, дистанцие чи малтан парӑнтарма тӑрӑшса хавхаланса чупаҫҫӗ. Кӑҫал ҫак ӑмӑрту февралӗн 8-мӗшӗнче яланхиллех Комсомольскинчи вӑрман уҫланкинче иртнӗ. Унта 600 ытла ҫын хутшӑннӑ!

Спорт уявне пуҫтарӑннисене округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин ӑшшӑн саламланӑ. Вӑл кӑҫалхи ӑмӑртӑва Аслӑ Ҫӗнтерӗве 80 ҫул ҫитнине тата Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин ҫулталӑкне халалланине палӑртнӑ, пирӗн несӗлсен паттӑрлӑхне, халӑх историне яланах асра тытмалли, хисеплемелли ҫинчен каланӑ. «Кӗтне» спорт шкулӗн директорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Валерий Денисов тата спорт ветеранӗ Василий Пундяков пурне те савӑк кӑмӑл тата дистанцие ӑнӑҫлӑн парӑнтарма суннӑ.

Старта чи малтанах ача сачӗсене ҫӳрекенсем тухнӑ. 100 метрлӑ дистанцире вӑй виҫекенскерсене куракансем кӑшкӑрса, алӑ ҫупса хавхалантарнӑ. Хӗрачасем хушшинче Камиля Садртдинова, арҫын ачасем хушшинче Карим Минуллин ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тӑнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ тӗпренчӗкӗсене шкул ҫулне ҫитичченех йӗлтӗр ҫине тӑма вӗрентнине, спорта явӑҫтарнине палӑртма питӗ кӑмӑллӑ. Мӗн пӗчӗкрен спортпа туслашакансем хушшинче, тен, пирӗн округ, республика, ҫӗршыв чемпионӗсем те ҫитӗнӗҫ.

Малалла территори уйрӑмӗсен начальникӗсем, шкул директорӗсем, тӗрлӗ организацисемпе предприятисен ертӳҫисем VIP-чупӑва тухнӑ. Вӗсем 1 километрлӑ дистанцие ҫӑмӑллӑнах парӑнтарнӑ.

Шкул ачисем хушшинчи тупӑшу яланхиллех хӗрӳ иртнӗ. Пуҫламӑш классенче ӑс пухакансем 500 метрлӑ дистанцире вӑй виҫнӗ. 1—2-мӗш классен ачисем хушшинче Дарина Петровӑпа Даниил Гаврилова ҫитекенни пулман. 3—4-мӗш классем хушшинче Милена Кузьминапа Степан Хораськин чи маттуррисем пулнӑ. 5—7-мӗш классенче пӗлӳ илекенсем хушшинче Пинеслу Семеновӑпа Роман Кураков ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тӑнӑ. 8—9-мӗш классен ачисенчен Ангелина Морозова тата Дмитрий Марков пьедесталӑн пӗрремӗш картлашкине хӑпарнӑ. 10—11-мӗш классенче ӑс пухакан хӗрсенчен Анна Тарасова, каччӑсенчен Даниил Петров чи хӑвӑрттисем пулса финиша чи малтан ҫитнӗ. 

Ҫитӗннисем те ытти ҫулсенчи пекех спорт уявне йышлӑн пуҫтарӑннӑ, йӗлтӗр сырса старта тӑнӑ. 18 ҫултан аслӑраххисем хушшинче Людмила Можаевӑпа Иван Краснов ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. 55 ҫултан аслӑраххисем хушшинче Рена Автономовӑпа Зуфар Тимаев дистанцие чи пӗрремӗш парӑнтарнӑ. Паллах, ветерансем те спорт уявӗнчен айккинче тӑрса юлман. Вӗсем хушшинче Николай Ятманов чи маттурри пулнӑ. Финиша чи малтан ҫитнӗ спортсменсене, ҫавӑн пекех призерсене медальсемпе, грамотӑсемпе тата парнесемпе савӑнтарнӑ. «Раҫҫей йӗлтӗр йӗрӗ — 2025» тӗрлӗ ӳсӗмри, тӗрлӗ профессири ҫынсене пӗрлештерекен мероприяти пулса тӑнӑ. Спорт уявне хутшӑнни пурне те ҫӗкленӳллӗ кӑмӑл парнеленӗ. 

Наталья Калашникова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *