Шашка вӑййи пурне те ҫывӑх

Пирӗн округра шашка вӑййине кӑмӑллакансем йышлӑ, ҫав шутра ачасем ҫеҫ мар, ҫитӗннисем те пушӑ вӑхӑта шашка хӑми умӗнче ирттерме хавас. Февралӗн 13-мӗшӗнче аслӑ ӳсӗмри шашистсем «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче пуҫтарӑннӑ, Сергей Зайцевӑн призӗсемшӗн ирттернӗ ӑмӑртура пултарулӑхне кӑтартса панӑ.

Сергей Викторович Зайцев — ӗҫ ветеранӗ, хӗллехи троеборье, йӗлтӗрпе чупасси, ҫӑмӑл атлетика, шашка енӗпе район, республика чемпионӗ. Вӑл районта физкультурӑпа спорта аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑ. Хисеплӗ хӑна шӑпах ҫак кун 90 ҫулхи юбилейне уявланӑ. Сергей Викторович ӑмӑртӑва хутшӑнакансене ӑнӑҫу суннӑ, ҫӗнтерме хавхалантарнӑ.

«Кӗмӗл ӳсӗмри» спортсменсен кашни вӑййи интереслӗ иртнӗ. Хӗрарӑмсем хушшинче Галина Симакова ҫӗнтернӗ. Валентина Абуковӑпа Татьяна Васильева иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене пайланӑ. Арҫынсем хушшинчи хӗрӳ тупӑшура Николай Индюков мала тухнӑ. Сергей Зайцев — иккӗмӗш, Алексей Волков виҫҫӗмӗш пулнӑ.   

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *