
Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ май округра пурӑнакансене вӑрҫӑра пулнӑ тӑванӗсем ҫинчен ҫырса, каласа пама ыйтатпӑр. Вӗсем пирки ҫитӗнекен ӑрӑвӑн пӗлмеллех. Ҫапӑҫу хирӗсенче юн тӑкнисен ячӗсене пирӗн манса каймалла мар.
Мирлӗ тӳпешӗн пуҫне хунисем
Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ ҫулӗсенче кашни ҫемьене ӗмӗрлӗх ҫухату пырса тивнӗ. Мӗн чухлӗ ҫамрӑк пуҫӗсене хунӑ вӑрҫӑра! Хӑйсене шеллемесӗр пире мирлӗ пурнӑҫ туса панӑ салтаксене нихӑҫан та манас марччӗ. Паян ман сӑмахӑм хӑйсен паттӑрлӑхӗпе ҫӗнтерӗве ҫывхартнӑ, анчах ҫӗнтерӳ кунне кӗтсе илеймен, ӗмӗрлӗхех ҫапӑҫу хирӗсенче выртса юлнӑ пирӗн район летчикӗсем ҫинчен. Чыс та мухтав вӗсене!
Василий Иванович Борисов 1918 ҫулта ҫуралнӑ, Ҫӗнӗ Мӑрат ялӗ. Летчик пулнине эпир сӑнӳкерчӗк ҫинченех куратпӑр. Мускав облаҫӗнчи Подольск хулинче вырнаҫнӑ Оборона министерствин архивӗнчи даннӑйсем тӑрӑх гварди старшини 125-мӗш гварди стрелоксен полкӗнче ҫапӑҫнӑ, 1942 ҫулхи ноябрӗн 28-мӗшӗнче пуҫне хуни паллӑ. Чи малтан пытарнӑ вырӑнӗ — Ленинград облаҫӗ, Полавски районӗ, Стрелицы ялӗ ҫывӑхӗнче. 1964 ҫулта ӑна ытти салтаксемпе пӗрле Стрелицы ялӗнчен илсе килсе Новгород облаҫӗнчи Парфински районӗнчи Новая Деревня ялӗнче тепӗр хут чавса пытарнӑ. Тӑванла масарта 7683 паллӑ салтак, паллӑ маррисен шутне пӗлмеҫҫӗ.
Филипп Александрович Шербустанов 1916 ҫулта Нӗркеҫ ялӗнче ҫуралнӑ. 1965 ҫулта ӑна Курск облаҫӗнчи Большесолдатски районӗнчи Любимовски вӑтам шкул паркӗнче тепӗр хут чавса пытарнӑ. Тӑванла масарта пурӗ 189 салтак ӗмӗрлӗх канлӗх тупнӑ, вӗсенчен паллисем — 63, паллӑ маррисем — 126.
Иван Петрович Разумов Аслӑ Ҫӗрпӳелӗнче 1911 ҫулта ҫуралнӑ. Хӗрлӗ Ҫара Мускав хулинчи Киров райвоенкоматӗнчен 1941 ҫулхи август уйӑхӗнче кайнӑ. 931-мӗш хирти почта станцийӗ. Аслӑ сержант, летчик. 1941 ҫулхи ноябрь уйӑхӗнче хыпарсӑр ҫухалнӑ.
Хисеплӗ ентешсем! Енчен те эсир вӑрҫа хутшӑннӑ пирӗн районти ҫак тата ытти летчиксем ҫинчен тӗплӗнрех пӗлетӗр пулсан Комсомольскинчи халӑх музейне шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтатпӑр. Телефон: 8(83539) 5-12-05. Летчиксен япалисем асӑнмалӑх упранса юлнӑ пулсан та питӗ аван пулмалла, музей экспонатсемпе пуянрах пулӗ. Вӑрҫӑ хирӗнчен таврӑнайман паттӑрсене яланах асра тытар!
Павел Зайцев,
Чӑваш Республикин писательсен союзӗн членӗ.