Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ ҫӗршыври нумай-нумай ҫемьене инкек илсе килнӗ. Вӑл шутра Тукай ялӗнчи Печниковсен йӑх-ӑрӑвне те.
Асаттен пиччӗшӗсем Тимофей, Андрей тата Николай Йӗпреҫ, Комсомольски районӗсен ҫар комиссариачӗсем урлӑ 1941—1942 ҫулсенче вӑрҫӑ хирне тухса кайнӑ. Вӗсем Хӗвеланӑҫ, Калинин, Ленинград фрончӗсенче ҫапӑҫнӑ. Андрейпа Николай вӑрҫа кайнӑ чухне 30 ҫул урлӑ ҫеҫ каҫнӑ пулнӑ, Тимофей 41 ҫул тултарнӑ.
Вӗсем вӑрҫӑччен туслӑ та ӗҫчен ҫемьере ӳссе ҫитӗннӗ, малашнехи ӗмӗтсемпе пурӑннӑ. Анчах та хаяр вӑрҫӑ тӑвансен пурнӑҫӗсене татнӑ.
Архиври документсем каласа панӑ тӑрӑх Николай Печников сержант ҫапӑҫусенче паттӑрлӑхпа палӑрнӑ. Вӑл 1942 ҫулта Ленинград облаҫӗнчи Усть-Тосно ҫывӑхӗнче тӑшманӑн чылай салтакне пӗтернӗ. 1945 ҫулта Латви республикинчи Русасс ялӗ ҫывӑхӗнче тӳрӗ наводкӑран персе фашистсен пулемет расчечӗсене нумай пӗтернӗ. Йывӑр аманнӑ хыҫҫӑн госпитальте сипленнӗ. Унтан янӑ ҫырусенче вӑл тӗрлӗ халӑх ҫыннисемпе туслашни пирки пӗлтерет. Сывалса ҫитсен Николай каллех фронта тухса каять. Вӑл Латви ССРӗнче пуҫ хунӑ. Ӑна Зварда Кулдагски уесӗнчи Братуши тӳпемӗнче пытарнӑ.
Ҫапӑҫусенче паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Николай Тарасович «Ҫапӑҫусенчи паллӑ ӗҫсемшӗн», икӗ хутчен «Хӑюлӑхшӑн», «Ленинграда хӳтӗленӗшӗн» медальсене тивӗҫнӗ.
Андрей Печников Хӗвеланӑҫ фронтӗнче службӑра тӑнӑ. 1941 ҫултах, малтанхи ҫапӑҫусенчех Болтова-2 (халӗ Ивашково) ялӗ ҫывӑхӗнче пуҫ хунӑ. Вӑл мӑшӑрланнӑ пулнӑ, анчах та ачаллӑ пулма ӗлкӗреймен.
Тимофейӑн вара ялта мӑшӑрӗ тата ачисем Анатолий, Нина, Василий, Фекла юлнӑ. Вӑл вӑрҫӑра Калинин фрончӗн 39-мӗш армийӗнче ҫапӑҫнӑ. Яла 1943 ҫулхи декабрь уйӑхӗнче Тимофей Печников хыпарсӑр ҫухални ҫинчен хут килнӗ.
Печниковсен йӑхӗ вӑрҫӑра Тӑван ҫӗршыва сыхланӑ тӑванӗсене манмасть. Вӗсем ҫинчен несӗлӗсене каласа парать. Вӑрҫӑ паттӑрӗсене эпир асра тытма тивӗҫ.
Светлана Печникова.