Воскресенье, 8 марта

Ачасене – вӑрҫӑ ҫинчен

Ачасене – вӑрҫӑ ҫинчен

Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин ҫулталӑкне тата Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа округри  библиотекӑсенче «Ачасене вӑрҫӑ ҫинчен вуласа паратпӑр» акци пырать.

Ҫавӑнпа та пур вулавӑшсенче те кӗнеке выставкисем, вулав конференцийӗсем, литература каҫӗсем иртеҫҫӗ. Вӗсенче ачасене вӑрҫӑ хӑрушлӑхӗ, Тӑван ҫӗршыв хаклӑхӗ пирки кӗнекесенчи геройсем урлӑ ӑнланма пулӑшаҫҫӗ. 1941—1945 ҫулхи Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ ҫинчен калакан кӗнекесенчи сыпӑксене саспа вулани совет салтакӗсен тата халӑхӗн паттӑрлӑхне туллин туйма май парать.              

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *