Каччӑсем хӑйсем волейбол вӑййинче пултаруллӑ пулнине, командӑра ӗҫлеме пӗлнине, ҫӗнтерӳ патне ӑнтӑлнине кӑтартса панӑ. Пӗтӗмлетӳсем тӑрӑх Асанкасси вӑтам шкулӗн команди ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн волейболисчӗсем иккӗмӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Виҫҫӗмӗш вырӑнта вара — Тукай Мишер вӑтам шкулӗн вӗренекенӗсем.
Февралӗн 13-мӗшӗнче шкулсен волейбол лигинче хӗрсен командисем тупӑшнӑ. Ку ӑмӑртӑва та округри шкулсем пурӗ 8 команда тӑратнӑ.
Чи маттуррисем, пултаруллисем мала тухса медальсемпе грамотӑсене тивӗҫнӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗсем республика шайӗнче округ чысне хӳтӗлӗҫ.
Гелия ГИНАТУЛЛИНА.