Нумаях пулмасть Патӑрьел округӗнчи «Паттӑр» спорт шкулӗнче армрестлинг енӗпе Чӑваш Республикин первенстви иртнӗ. «Кӗтне» спорт шкулӗн команди (тренерӗ — Н.С.Сахров) пӗтӗмӗшле кӑтартусем тӑрӑх 2-мӗш вырӑна тухнӑ.
Харпӑр хӑй первенствинче Лилиана Хайбуллина тата Джамиль Минуллин ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Айша Тухфетуллина, Динара Азмуханова, Ринат Текмеев, Ислам Гайнуллов тата Ярослав Ефремов хӑйсен виҫисенче кӗмӗл медале тивӗҫнӗ. Данияр Сафиуллин виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ. Саламлатпӑр!

