Николай Раськин, округ пуҫлӑхӗ: «Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн Ҫырӑвӗпе питӗ тимлӗн паллашрӑм. Ку паллӑ пулӑм пирӗн региона ҫирӗплетессинче тата кунта пурӑнакан кашни ҫыннӑн пурнӑҫне лайӑхлатассинче черетлӗ утӑм пулчӗ.
Медицина сферинче эпир пӗлтерӗшлӗ ҫӗнӗлӗхсем куратпӑр. Ҫӗнӗ пуҫарусене пурнӑҫа кӗртни пулӑшусен пахалӑхне ӳстерме май парать. Медицина учрежденийӗсене ҫӗнетес тата квалификациллӗ специалистсене илӗртес енӗпе эпир малалла та ӗҫлӗпӗр. Комсомольски округӗнче кӑҫал ҫӗнӗ 2 ФАП тата 1 амбулатори хӑпартма палӑртнине те каласа хӑварам.
Ял хуҫалӑхне илес пулсан, аграрисене пулӑшасси правительство ӗҫӗнче чи пӗлтерӗшлӗ енсенчен пӗри пулса тӑрать. Апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтересси тата фермер хуҫалӑхӗсене аталанма лайӑх условисем туса парасси мӗн тери пысӑк пӗлтерӗшлине эпир ӑнланатпӑр. Кӑҫал патшалӑхӑн пулӑшу программисене анлӑлатас шутлӑ, ҫакӑ ял хуҫалӑх таварӗсене туса илекенсене тухӑҫлӑрах ӗҫлеме май парӗ.
Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен ҫемйисене пулӑшмалли ҫинчен уйрӑм каласа хӑварас килет. Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекенсене пирӗн тимлемеллех. Вӗсен ҫемйисене пулӑшасси — пирӗн тивӗҫ, пирӗн пӗрлехи яваплӑх. Вӗсене пӗтӗм кирлипе тивӗҫтерес тесе эпир малалла та тӑрӑшӑпӑр».
Юрий Тимофеев, ӗҫпе вӑрҫӑ, хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйсен, шалти ӗҫсен ветеранӗсен округри совечӗн председателӗ: «Пӗтӗм Раҫҫей халӑхӗ кӑҫал Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра ҫӗнтерӳ тунӑранпа 80 ҫул ҫитнине паллӑ тума хатӗрленет. Ҫак ятпа пирӗн округра та мероприятисем иртеҫҫӗ, малалла та йӗркелеме палӑртатпӑр. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Патшалӑх Канашне янӑ ҫырӑвӗнче вӑрҫӑ ветеранӗсене, тыл ӗҫченӗсене ҫак пулӑмпа пӗр хутчен паракан тӳлевсем пирки асӑнчӗ. Маларах республика правительстви «вӑрҫӑ ачисене» 2 пин тенкӗ тӳлев парасси пирки йышӑннӑччӗ. Ҫырура вара Олег Николаев тӳлев виҫине 5 пин тенке ҫитерме сӗннӗ. Ку савӑнтарать. Эпӗ хам та «вӑрҫӑ ачи». Пирӗн округра ҫак ята тивӗҫнӗ пин ытла ҫын пурӑнать. Вӗсем Республика Пуҫлӑхне тав сӑмахӗ калаҫҫӗ».
Ольга Григорьева, округ пуҫлӑхӗн ҫамрӑксемпе ӗҫлекен советникӗ: «Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Ҫырӑвӗнче ҫамрӑксем ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ. Ку пирӗншӗн питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн ҫамрӑксемпе ӗҫлекен советникӗ пулнӑ май пирӗн округӑн ҫитӗнӗвӗсене палӑртас килет. «Туризм инфраструктурине аталантарасси» регион проекчӗпе килӗшӳллӗн 2024 ҫул кӑтартӑвӗсемпе ҫамрӑк усламҫӑсем 10 миллион тенкӗлӗх «Агротуризм» грант выляса илнӗ. Ял туризмӗн «Чӑваш ӗмӗчӗ» улма-ҫырла ферми ҫумӗнчи хӑна ҫурчӗ» проекчӗ туристсене фермӑри пурнӑҫа туйса илме, ҫимӗҫсем мӗнле ҫитӗннипе паллашма, хула шавӗнчен айккинче канма май парать».

